Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Йĕркелĕхе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕ иртнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Йĕркелĕхе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕ пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртнĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ларăва уçнă май, республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикинчи право йĕркине сыхлас ĕç органĕсен тĕп тĕллевĕ, профилактика ĕçĕсене ытларах йĕркелесе ирттересси пулнине палăртнă. Общество политика тăнăçлăхне упраса хăварасишĕн çине тăрса ĕçлемеллине асăнса хăварнă, граждансен кăмăл-сипетне лайăхлатассишĕн ытларах тăрăшма кирлине каланă. Ларăва пухăннисем пĕлтĕрхи çул преступлени тăвассинчен еплерех ĕçсем йĕркелесе ирттерни çинчен калаçнă, 2014 çул валли йышăннă тĕллевсене пăхса тухнă. Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семёнов пĕлтернĕ тăрăх, юлашки ик-виçĕ çул хушшинче республикăра преступлени тăвакансен шучĕ курăмлăнах чакса пынине асăннă, 2013 çулта вĕсен хисепĕ 14,4 процент чухлĕ чакнине палăртнă. Экстремист ыйтăвĕ çивĕч тĕрĕслевре тăнине каланă. Пĕлтĕрхи çул йĕркне пăснă 11 тĕслĕхе тупса палăртнă, кăçал – 3 преступлене шута илнĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, право йĕркине сыхлакан органсене халăх шанни куç кĕретех. Чăваш Республикинчи общество шухăшлав фондчĕн кăтартăвĕсем тăрăх, харпăрхăй пурлăхне сыхласа хăварас енĕпе право йĕркине тытса пыракансене  çынсен 51 проценчĕ пĕтĕмпех шанни сисĕнет, Атăлçи федераллă округпа илес пулсан 44 процент, Раççейĕпе 38 процент.  Пухăннисем Чăваш Ене рецидивистсем преступлени тăвассинчен сыхланас тата вĕсен хисепне чакарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Палăртнă ыйтăва ырă енне улăштарас тесе, кунашкал çынсене ĕçе явăçтармаллине, пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси  пирки палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине палăртнă ушкăнри (тĕрмерен тухнă) çынсене тепре чухне вĕсен пĕлӳ шайне бюджетран тăкакланса тепĕр хут вĕренсе кăлармалли çинчен аса илсе хăварнă, вĕсене  районсенчи социаллă центрсене вăхăтлăха пурăнма вырнаçтармалли пирки ыйтăва пăхса тухнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр çивĕч ыйтусенчен пĕри - эрех-сăра сутакансен таварсен пахалăхĕ. 2013 çулта Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен органĕсенче тимлекенсем пурĕ 112 йĕркене пăснă тĕслĕхе шута илнĕ.  Чăваш Енре хаяр шĕвеке саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă кирлĕ ĕç хучĕсемсĕр вырнаçтаракан 3 организацине тупса палăртнă, 68 пин литр усал шĕвеке тупса пăрахăçланă. Пур-пĕрех Чăваш Республикинчи экономика министрĕ Владимир Аврелькин  пĕлтернĕ тăрăх, эрехе сутакансен 30 проценчĕ суя ĕç хучĕсемпе ĕçлет. «Ултавçăсем ăсталанса çитнĕ - суя маркăсене пысăк пахалăхпа хатĕрлеççĕ, ятарлă приборсăр уйăраймăн», - тенĕ министр.  2013 çулта эрех-сăра ĕçсе наркăмăшланнă çынсен хисепĕ 15,4 процент, вилекенсен - 31 процент чухлĕ чакнă. Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх, ӳсĕрле сиплев учрежденийĕсене лекекенсен шучĕ самаях чакнă пирки асăннă. Эрех-сăрапа алхасакансен ыйтăвне куçран вĕçертме юрамасть. Лару-тăру обществăра çивĕч тăрать. Тĕслĕх вырăнĕнче республика Пуçлăхĕ Канаш районĕнчи Шăхасан салинче  нумаях пулмасть пулса иртнĕ инкек çинчен аса илнĕ. Амăшĕн айăпĕпе, пурнăçран унăн виçĕ пепки тата хăй вăхăтсăр уйрăлса кайнă, пушарта çунса кĕлленнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Йĕркелĕхе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕнче тĕрмере ларакан çынсен ыйтăвĕсем çине те тимлĕх уйăрнă.  Кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та тĕплĕн пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Ларура сÿтсе явни, паллах, çилпе вĕçмĕ, çивĕч калаçу хыççăн тивĕçлĕ йышăнусем пулаççех-тĕр. Çакă ĕçе йĕркелеме, çынсен хăтлăхне тивĕçтерме кирлĕ. Тĕплĕнрех

 



06 марта 2014
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter