Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕнчи Общество палатин членĕсемпе тĕл пулнă

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕнчи Общество палатин членĕсемпе тĕл пулнă. Вĕсем: Тĕп регионăн тата Мускаври мусульмансен этемĕн ăс-тăн управленийĕн председателĕ, Чăваш Республикин муфтийĕ Альбир Крганов, Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлвĕн министерстви çумĕнчи С.Н. Федоров академик ячĕллĕ «Микрохирургия глаза» отрасльсем хушшинчи наукăпа техника комплексĕн ФГБУ Шупашкарти филиалĕн директорĕ  Николай Паштаев, Чăваш Республикинчи Общество палатин Председателĕ Леонид Шимин.  Михаил  Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Раççейри Общество палатин çĕнĕ йĕркипе килĕшӳллĕн, унăн тытăмне Чăваш Енрен икĕ сумлă çын кĕнине асăннă. Альбир Крганова Раççей Президенчĕ В.В. Путина  Указĕпе килĕшӳллĕн религи организацийĕсен представителĕ тесе çирĕплетнĕ, Николай Паштаева Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕсем çирĕплетнĕ. «Эпир шансах тăратпăр, эсир хăвăр тивĕçе кирлĕ пек тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырасса. Паян кашни çемьен, граждансен прависемпе ирĕклĕхне, Чăваш Енри мĕн-пур çынсен интересĕсене хӳтĕлесси, хальхи пурнăçра  пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев. Пирĕн республикăра пĕр çемьери пе туслă та килĕшсе 128 наци çынни пурăнать. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене хирĕçӳсемсĕр татса парас тесе Правительство пуринпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Альбир Крганов Чăваш Ен Пуçлăхне пысăк тав сăмахĕ каланă. Республикăра 1,5 пин общесто организацисем шутланаççĕ. Вĕсен ыйтăвĕсем çине влаçре ĕçлекенсем тимлĕх уйăрнине кура, час-часах тĕрлĕ йышши мероприятисем хатĕрлесе ирттернине палăртса хăварнă. Вăл çавăн пекех республикăри кăнтăр районĕсенче ялсен обшество канашĕсем йĕркеленсе кайни çинчен каласа хăварнă. Вĕсем влаç органĕсенче ĕçлекенсемпе пĕрле халăхсен тĕрлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса парас ĕçре пысăк витĕмлĕх кӳнине каланă. Çакнашкал тĕслĕхе ытти районсенче те ĕçе кĕртме сĕнӳ панă. Михаил Игнатьев ял  тăрăхĕсенче чăнласах канашсем ĕçлени вырăнлă пулнине палăртнă. Паян хулара общество канашĕсем анлăн сарăлнă. Вĕсем çынсемпе тачă çыхăну тытса пыраççĕ. ЖКХ, тариф, пулăшу ыйтăвĕсемпе çыхăннă хыпарсене граждансем патне вăхăтра тата кирлĕ пек тĕрĕс илсе яланах çитернине тăрăшаççĕ. Николай Паштаев та хăйĕн сăмахĕнче республикăра 21 çул ĕçлесе пурăннă тапхăрта, тĕрлĕ наци çыннисем, хăйсен тĕнĕсемпе пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ пулин те, пĕр-пĕринпе туслă та килĕшсе пурăннине тепĕр хут çирĕплетсе хăварă. Пурте хăйсен тĕнне, йăли-йĕркине, чĕлхине, культурине упраса пынине палăртнă. Леонид Шимин Чăваш Енри Общество палати Раççей регионсемпе илес пулсан, чи çамрăккисенчен пĕри  пулин те Раççейри Общество палатин членĕсен йышне ӳстересси пирки пĕрремĕш хăйĕн сĕнĕвне тăратнă. Паян чăннипех те вăл канашра Чăваш Енрен икĕ çын пулни те пысăк хисеп.  Леонид Шимин çавăн пекех, Чăваш Енри Общество палати куçа-куçăн тӳрремĕнех калаçмалли ятарлă вырăн пулнине, çынсене кăсăклантаракан ыйтусене кирлĕ пек татса пама пулăшнă пирки каласа хăварнă.

 Тĕплĕнрех

 



06 марта 2014
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter