Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин шыв ресурсĕсен агенствин Атăлăн çӳлти пайĕнче вырнаçнă Бассейнсен управленийĕн ертӳçипе Александр Бариновпа тĕл пулнă

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин шыв  ресурсĕсен агенствин  Атăлăн çӳлти пайĕнче вырнаçнă Бассейнсен управленийĕн ертӳçипе Александр Бариновпа тĕл пулнă. Ертӳçĕпе пĕрле Шупашкарта пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Атăлăн çулти пайĕнче вырнаçнă Бассейнсен канашĕн ларăвне ирттересси пирки ыйтупа калаçнă. Асăннă тĕл пулăва Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев хутшăннă.  Калаçу самантĕнче шыв ресурссĕсемпе пĕлсе усă курассине,  шыв хуçалăхĕн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрне тишкернĕ, çуркуннехи шыв-шурпа çыхăннă ыйтусем çине те тимлĕх уйăрса хăварнă. Александр Баринов Чăваш Ен Пуçлăхне пысăк тав сăмахĕ каланă. «Паянхи кун Бассейнсен пĕрлешĕвĕ координацилле канаш пулнине палăртнă. Официаллă йышăнусем тăвас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать», - тесе чĕнсе каланă вăл. Александр Баринов хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикинче  шыв ресурсĕсемпе усă курнă ĕçре пысăк йывăрлăхсем çуккине палăртнă. Енчен те инкек кăларса тăратакан ыйтусем сиксе тухаççĕ пулин те, вĕсене те вăхăтрах татса параççĕ тесе уйрăммăн палăртнă хăна. Çавал тăрăхĕнче шыв-шуртан сыхланас тĕлĕшпе, тĕрлĕ сооруженийĕсене çĕклесе лартас ыйтусем те кирлĕ пек пурнăçланса пынине палăртнă.  Тепĕр тапхăрпа Улатăр хулинче, шыв-суртан сыхланмалли объекта хута ярасси. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Александра Баринова республикăри шыв хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусене татса парас ĕçре пысăк витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă. Тĕрлĕ ыйтусене татса парассинче те тимлĕх уйăрни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Чăнласа те çакăн пек пĕтĕмпех пурнăçланса пымалла, çутçанталăкпа çыхăннă ыйтусене комплекслă татса памалла. Унсăрăн, тепре чухне ытти кăлтăксем те сиксе тухма пултараççĕ», - тесе палăртса хăварнă республика Пулăхĕ Михаил Игнатьев.

Тĕплĕнрех



06 марта 2014
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter