Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗ­тӗм тӗн­­чери хӗра­рӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ хӗрарӑмсем!

Сире ҫуркуннехи питех те илемлӗ уявпа – Пӗ­тӗм тӗн­­чери хӗра­рӑмсен кунӗ ячӗпе – пӗтӗм чунтан салам­латӑп!

Эсир ҫут тӗнчене пурнӑҫ пиллетӗр, шанчӑкпа юрату парнелетӗр. Си­рӗн аллӑрсен ӑшшисӗр, илӗртӳллӗ ҫиҫекен куҫӑрсен асамлӑхӗсӗр тата ырӑ чӗ­рӗр­­­сӗр пирӗн пурнӑҫ пулма та пултараймасть.

Хӗрарӑмсем паян хӑйсен ӗҫри пысӑк ӑсталӑхне тата яваплӑхне шан­чӑк­лӑн ҫи­­­рӗплетсе тӗрлӗ сферӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ.

Кашни хӗрарӑмах патшалӑх пулӑшӑвне туйса тӑма, малаш­лӑ­хал­ла ырӑ куҫпа пӑхма тивӗҫ, ҫавӑнпа ӗнтӗ ача амӑшӗпе ача­лӑха пу­лӑшасси, ҫемье институтне ҫирӗплетесси Чӑваш Республикин Правитель­ствин тӗп тӗл­левӗсем пулса тӑраҫҫӗ. 

Нумай ачаллӑ ҫемьесем тӗрлӗ майпа укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ илсе тӑ­раҫ­ҫӗ, вӗсене ҫурт-йӗр тума, хушма хуҫалӑх тытма ҫӗр лаптӑкӗсене тӳ­левсӗр уйӑрса параҫҫӗ. Чӑваш Ен Раҫҫейри шкулчченхи вӗренӳ организацийӗ­сен­чи че­рете пы­сӑк хӑвӑртлӑхпа чакарса пыракан регионсен шут­не кӗрет. Кӑҫал кӑ­на республикӑра 14 ача сачӗ тума палӑртнӑ.

Патшалӑхӑн ҫавнашкал лайӑх политики хӑйӗн пархатарне кӳрет. 2012 тата 2013 ҫулсенче республикӑра халӑх хӑй халлӗн ӳснине шута илнӗ тата Чӑ­ваш Енре пулса иртекен улшӑнусен чи лайӑх хакӗ ҫакӑ!

Уяв ячӗпе сире, хаклӑскерсем тата юратнӑскерсем! Ҫывӑх ҫыннӑрсен чун-чӗри ӑшшипе пулӑшӑвӗ сире пурнӑҫ пӑтӑрмахӗсенчен шанчӑклӑн хӳтӗ­лесе тӑч­чӑр, ҫирӗп­лӗхпе ырлӑх вара ҫирӗп ҫемьесем чӑмӑртама, кӗтекен пеп­ке­сем ҫуратма пулӑ­шса пыччӑр!

Сире ҫирӗп сывлӑх, чун ӑшшипе ҫураҫулӑх, яланах лайӑх кӑмӑл-туйӑм, телей тата савӑнӑҫ сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                               М.В. Игнатьев

 



07 марта 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter