Муркаш районĕ: Шанăçпин сăввисен перремěш пуххи пичетленсе тухрě
Ҫунса курмасӑр вут мĕнне пĕлмерĕм,
Вĕри иккен чунра вучах чĕртсен.
Чун вĕрине эп мӑшӑрпа пайларӑм:
Тен, ҫавӑнпа ҫунса пĕтмен хальччен.
Юнкӑри вӑтам шкулта чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, хисплĕ таврапĕлÿҫĕ, Шандимирова Надежда Вячеславовнӑн Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне хӑйĕн пĕрремĕшсӑвӑ кĕненкине «Ҫунса курмасӑр вут мĕнне пĕлмерĕм» ятпа кӑларчĕ. Ун пĕрремĕш сӑвви 1979 ҫулта район хаҫатĕнче тухнӑ.
Надежда Вячеславовнӑна ҫĕнĕ шухӑшсем шӑрҫалама, ÿсĕм картлашкипе малалла хӑпарма ӑнӑҫусем сунатпӑр. Пирĕн тӑрӑхра ун пек хастар ҫынсем пурришĕн савӑнатпӑр.