Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хула ветеранĕсен канашĕн членĕсемпе тĕл пулнă

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хула ветеранĕсен канашĕн членĕсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, право сыхлавĕн органĕсенче ĕçлесе хисеплĕ канăва тухнă сумлă ентешсем пухăннă.  Пухăннисемпе пĕрле курнăçса калаçма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ  Алла Самойлова, хулан ертӳçи килнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче пухăннă хĕрарăмсене çывхарса килекен Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе чĕререн саламланă, хулан пурнăçне лайăхлатма  витĕм кӳнĕ ветерансене тав сăмахĕ каланă. Пухăннисем калаçăва çавра сĕтел хушшинче чей ĕçсе ăшшăн пӳпленĕ. Ветерансем çĕр-шывра, республикăра социаллă политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне упраса хăварассишĕн пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕçлесси пирки калаçнă. Çитĕнекен çамрăк ăрăва  патроиотла туйăма вĕрентсе пырассине,  патшалăх пулăшăвĕсем пирки калаçусем хускатнă. Тĕл пулăва килнисем управляющий компанисен ĕçĕсем, эмельсемпе транспорт пулăшăвĕсем ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрнă. Республика Пуçлăхĕ ветерансем, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене тăратнисене, пурне те çирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Пуçлăх ветерансене патшалăх паракан пулăшусене илме конкурссенче хутшăнма сĕннĕ. Асăннă пулăшусен виçисене çулсеренех ӳстерсех пыраççĕ. Республика Пуçлăхĕ вырăнти ертӳçе аслă ăрури çынсем ăс панине те ăша хывмаллине асăннă. Вĕсен сĕнĕвĕсем шăпах та питĕ вырăнлă. Сăмаха май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăçал çĕртме уйăхĕнче ветерансем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем ирттерме палăртни хыпара пĕлтернĕ. Асăннă мероприятие пуçласа Раççей пенсионерĕсем пурнăçа кĕртме палăртнă. Пухăннисене пурне те Спартакиадăна хутшăнма чĕнсе хăварнă. Ветерансем Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева чĕререн  вĕсем патне çакăн пек яланах тимлĕх уйăрнишĕн, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илнишĕн тав сăмахĕ каланă.Тĕплĕнрех



07 марта 2014
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter