Каçал Ен районĕ: библиотекăра - алĕç куравĕ

Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунне халалласа Тукай ял библиотекинче ал ĕçесен куравне йĕркелерĕмĕр. Курава кăçал алса–чăлха, нуски, тапочки, пинеткисенчен турăмăр. Куракансен кăмăлне Коноплева Елена Васильевна, Казакова Валентина Анатольевна, Уткина Валентина Карповна, Коноплева Лариса Алексеевна, Прокопьева Ольга Владимировна асталана ал есесем пурин кăмăлне те кайрĕç.

Ольга Владимировна вара хăйĕн ăсталăхне вĕрентме те ÿркенсе тăмарĕ. Тапочкине ăстан пуçласа мĕнле вĕçлемеллине те вĕрентрĕ, чăлхасем çинчи ÿкерчĕкĕсене еплерех тумаллине те лайăх ăнлантарса пачĕ.

Пырса çÿрер библиотекăна, паллашăр унти çĕнĕлĕхсемпе.



07 марта 2014
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter