Тăвай районĕ: ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

Ĕнер район администрацийĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ертсе пынă, вăлах март уйăхĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, çывăх малашлăх валли тĕллевсем лартнă.

Владимир Алексеевич "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонне хастар хутшăннă коллективсемпе уйрăм çынсене тав тунă. Пархатарлă ĕçе хутшăнса марафон пухмачне çак эрнере те укçа-тенкĕ хывма пулать. Пухăннă укçа-тенкĕпе нумай ачаллă, тупăш сахал илекен тата тулли мар çемьесене, ача-инвалидсене пулăшаççĕ.

Ларура район пурнăçĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсене сỹтсе явнă. Çураки валли 508 тонна удобрени туяннă, 2260 тонна 9№88 процент) кондициллĕ вăрлăх хатĕрленĕ.

Планеркăра çавăн пекех райадминистрацин вĕрентỹ, финанс пайĕсен, Пенси фончĕн районти управленийĕн, "Янтиковская" управляющи компанин, полици уйрăмĕн, "Энергосеть" ООО, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци, подстанци ертỹçисем О.Ломоносов, А.Сергеев, Л.Яковлева, Ю.Ефимов, В.Обаськин, Г.Сергеев, А.Шакин, Т.Иванов, надзор ĕçĕсен уйрăмĕн инспекторĕ А.Фролов, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн патшалăх инспекторĕ Ю.Матвеев, "Аль" ФСК директорĕ А.Кириллов тухса калаçнă.

Çак эрнери ĕçсем:

апрелĕн 1-мĕшĕ - ялсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелли икĕ уйăхлăх, майăн 31-мĕшĕччен пырать;

апрелĕн 2-мĕшĕ - район территорийĕнчи вак предпринимательлĕх субъекчĕсен канашлăвĕ;

апрелĕн 3-мĕшĕ - ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çĕр специалисчĕсен канашлăвĕ, ирĕк çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилес ыйту пăхса тухаççĕ;

апрелĕн 4-мĕшĕ - çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес ыйтусемпе агрономсен конференцийĕ, Ленин ячĕллĕ хуçалăх никĕсĕ çинче иртет.

Тăвайри культурăпа кану çуртĕнче командăсен КВН вăййисем;

апрелĕн 5-мĕшĕ - сĕтел çи тенниспа район чемпионачĕ, "Аль" ФСКра иртет.

Ертỹçĕсем тунă информацисем тăрăх В.Ванерке должноçри яваплă çынсене палăртнă ĕçсене пурнăçлассипе уйрăм хушусем панă, ял тăрăхĕсенче тата шкулсенче çул çитменнисем хушшинче право йĕркине пăсассинчен сыхланас ĕçе вăйлатма кирлине палăртнă. Каçсерен культурăпа кану вырăнĕсене ашшĕ-амăшĕн патрулĕсем тĕрĕсленин витĕмĕ пур, вĕсем вара хальлĕхе 4 ял тăрăхĕнче кăна.

Планеркăра ытти çивĕч ыйтусене те сỹтсе явнă.



01 апреля 2014
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter