Хĕрлĕ тӳремпе Шупашкар залив территорийĕн аталанăвĕн концепцине пăхса тухнă

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар заливĕ тата Хĕрлĕ тӳремĕн территорийĕсене рекнострукци çул-йĕрĕн план проектне пăхса тухассипе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Канашлăва уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2014 çул валли Хĕрлĕ тӳремпе залив территорийĕсене проект ĕçĕсене йĕркелеме республикăпа хула бюджетĕнчен 8 млн. тенкĕ пăхса хăварнине асăннă, пĕтĕмпе пурĕ проект ĕçне 34 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Асăннă ĕçсене вăхăтра йĕркелесе пурнăçласси, проектпа смета ĕç хучĕсене кирлĕ пек пĕлсе пурнăçланинчен нумай килнине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Шупашкарăн асăннă пайне 2019 çул тĕлне, хула 550 çул тултарнă тĕле пурнăçа кĕртсе пĕтерме палăртса хунă. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Хĕрлĕ тӳремре, уявсене халалласа иртекен тĕп мероприятисем иртесси пирки каланă. Республикăмăрăн тĕп хулинче транспортпа инженери инфратытăмне тĕпрен модернизаци ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме палăртнă. Хĕрлĕ тӳремпе залив ĕçĕсене моденрнизацилеме пĕлтĕрхи çул тытăннă. Проектпа килĕшӳллĕн 213 пин кв.м. лаптăка планировка ĕçĕсене йĕркелеме палăртса хунă, вĕсенчен 43 га заливăн çӳлти пайне, 72 га Тĕп паркăн тӳремне, 72 га çĕрсем çинче пурăнмалли çурт-йĕрсемпе социаллă инфратытăмăн объекчĕсене хута яма палăртаççĕ. Алексей Ладыков сăмахĕсем тăрăх, заливпа Тĕп парка сыпăнтарса, унсăр пуçне Лакрей вăрманĕпе  Шупашкара 500 çул парка туристсен тата велосипед  маршучĕсен пĕрлĕхне уçма палăртса хунине пĕлтернĕ. Хĕрлĕ тӳремпе залив территорийĕсен аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинчен ĕç хутне  испанисен архитекторĕ, профессор  Хосе Асебильо  тăратнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, асăннă проект халлĕхе шухăш çеç пулнине каланă. Шупашкар тĕпрен çĕнелсе ылмашăнмалли пирки каланă. Çав вăхăтрах, хăйне евĕрлĕхне, сĕм аваллăхне çухатмалла маррине палăртнă. Асăннă концепци Шупашкарăн тĕп пайне «сăн питрен»  тĕлĕнмелле ырă енне улăштарма шантарать. Испани архитекторĕ заливăн çыран хĕрринчи пайне Атăлăн çыранĕпе пĕрлештерме сĕнет. Шывăн çӳлти пайне хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсемпе çутăсемпе илемлетме, тĕрлĕ фонтансем, пĕчĕк хутлă çуртсем çĕклесе лартма палăртать. Транспорт инфратытăмĕн территорийĕсене вăйлăлатма,  виçĕ шайлă çул-йĕрсем хута яма пăхса хăварать, çурран çӳрекенсем валли те уйрăм çулсем палăртса хунă. Архитекторăн шухăшĕпе, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе юнашар икĕ павильон çĕкленсе лартсан, тата тӳрем варринче пысăк экран хăпартса лартсан илемлĕ пуласси пирки нимĕн те иккеленмесĕр хăй шухăшне палăртнă. Концепцие Чăваш Енри архитекторсем, тĕрлĕ шайри специалистсем сӳтсе явнă. Çитменлăхсемпе хăйсен шухăшĕсене те палăртса хăварнă.  Чăваш ЕН Премьер-министрĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче асăннă ĕçсене пĕтĕмпех бюджета пăхса хăварнă укçа-тенкĕне тĕпе хурса пурнăçламаллине каланă.  Тĕп хуламăрăн юбилейне халалласа уйăрнă укçа-тенкĕпе килĕшӳллĕн палăртнă ĕçсене йĕркелемеллине каланă. Сăмаха май, паянхи кун чи пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ объект ĕçĕсенчен тытăнмаллине каласа хăварнă. Михаил Игнатьев пур ыйтусемпе сĕнӳсене пĕтĕмпех шута илме хушнă, Чăваш Енре пурăнакансене пурне те концепци ĕçне сӳтсе явас ĕçе хастар хутшăнмаллине чĕнсе каланă. Тĕплĕнрех



10 апреля 2014
16:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter