Канашра «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ

Ачасене чăваш чĕлхине юратма, халăх историне, йăли-йĕркине сыхласа, упраса хăварас тĕллевпе тата ачасен чĕлхери пĕлӳшайне тĕрĕслес тĕллевпе ҫулсеренех хулара «Туслăх хĕлхемĕ»фестиваль иртет.

 2014 – мĕш ҫулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче фестивале 11-мĕш шкулта ирттерме палăртнă. Фестивале ăнăҫлă йĕркелес шутпа шкулта тĕрле ĕҫ туса ирттернĕ.

Акă кĕтнĕ кун ҫитрĕ. Палăртнă вăхăта хулари шкул ачисемпе вĕсен ертӳҫисем 11-мĕш шкула пуҫтарăнчĕҫ. Хăнасене ачасем ҫăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕҫ. Хулари чăваш чĕлхи учителĕсене ертсе пыракан методист Каллина Н.П. тата педколледж преподавателĕ Максимова О.Л. , ачасен пултаруллах керменĕнчи Васильева Н.Н. жюри членĕсем те килсе ҫитрĕҫ.

Уява 11 –мĕш шкул чăваш чĕлхи учителĕ Максимова Н.В. уҫрĕ. Пурнете уяв ячĕпе саламларĕ,  ăнăҫу сунчĕ. «Ҫĕрпин тĕрлĕ сурпанран, асамат эс кар» ятлă концерт пуҫланчĕ. Концерт Ҫеҫпĕлĕн «Инҫе ҫинҫе уйра уяр» сăввине вуланинчен пуҫланчĕ. Ᾰна вулаканĕ 11-мĕш класра вĕренекен Кузьмин Ф. пулчĕ. Чуна пырса тивмелле вуларĕ вăл. Куракансем умне 11-мĕш класс ачи мар , Ҫеҫпĕл Мишши хăй тухса тăнăн туйăнчĕ. Калинина Настя хайĕн илемлĕ,ҫепĕҫ сассипе куракансене чăвашен ҫинчен юрласа пачĕ. Тӳрех курăнать : ачасем чăваш чĕлхине юратаҫҫĕ  тата хайсем те чăваш йăхĕнчен тухнишĕн мăнаҫланаҫҫĕ,савăнаҫҫĕ.

Уявăн иккĕмĕш пайĕ «Туслăх хĕлхемĕ» фестивале хутшăнакансен пултаруллăх концерчĕ пулчĕ.Чăваш халăхĕн юрри-ташшисене ачасем халăх умнее кăларчĕҫ. Жюри членĕсен ачасем хăйсене сцена ҫинче мĕнле тытнине те, мĕнлерех юрланине те, сăвă вуланине те хаклама тиврĕ. Пĕринчен тепри илемлĕрех те лайахрах юрласа ташлама тăрăшрĕҫ ачасем. Чăнах та пултараҫҫĕ иккен ачасем илемлĕ юрлама та, чун – чĕрене тыткăнлакан сăвăсем вулама та.

Ҫавах та комиссии членĕсем ҫак пултаруллă ачасем хушшинче чи маттуррисене,чи пултаруллисене суйласа илме пултарчĕҫ.

Ачасен пултаруллăхне тĕрлĕ номинацире хакларĕҫ.

«Чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен» номинацире:

1-      мĕш вырăн -  Павлова В.- 4 шкул

2-      мĕш вырăн – Данилова А.-7 шкул

3-      мĕш вырăн – Сергеева К – 10 шкул

«Чи лайăх сăвва вулакан» номинацире :

1-      мĕш вырăн – Сергеева А.-9 шкул

2-      мĕш вырăн – Семенова Е. -1 шкул

3-      мĕш вырăн–Шемекееева Н.- 6 шкул, тата Трофимова О.-3 шкул

 

«Чи пултаруллисем» номинацире:

1-      мĕш вырăн- Семенова Е.- 1 шкул

2-      мĕш вырăн- Павлова Н.- 11 меш шкул

3-      мĕш вырăн – Терентьева Ю.- 5 шкул, тата Матросова К -8 шкул

Пĕтĕмĕшле: 1 шкул– 1 вырăн

                         5 шкул – 2 вырăн

                        9 шкул – 3 вырăн

 

 



11 апреля 2014
16:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter