Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ космонавт летчиксем, ӑсчахсем, конструкторсем, уҫлӑха парӑнтарас ӗҫӗн ветеранӗсем, ракетӑпа космос ҫарӗсен ӗҫченӗсем тата ҫар ҫыннийӗсем!

 

           Сире Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Юрий Алексеевич Гагарин тӗнче уҫлӑхне пуҫласа ҫул хывнӑ. Ҫав чаплӑ вӗҫев хыҫҫӑн ҫулталӑк иртсен космос анлӑхне Чӑваш Ен­ӗн мухтавлӑ ывӑлӗ – Андриян Николаев парӑнтарнӑ.

Уҫлӑха пӗрремӗш пулса ҫӗкленнӗ паттӑрсен ырӑ тӗслӗхӗ ун чухне пин-пин ҫамрӑк чунӗнче космоспа ҫыхӑннӑ ҫутӑ ӗмӗт ҫуратнӑ. Хӑйсен пархатарлӑ ӗмӗтне пурнӑҫланисем хушшинче Раҫҫей Геройӗсем – Николай Бу­даринпа Муса Манаров космонавтсем, вӗсем те, Андриян Николаев пекех, тивлетлӗ Чӑваш ҫӗрӗ çинче ӳснӗ.

Паян ҫын пурнӑҫӗнче ҫӳллӗ шайри космос технологийӗсем паллӑ вырӑн йы­шӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсемсӗр вӑл мӗнлерех пулассине куҫ умне ӳкерме те йывӑр. Чӑваш Енри ӑнӑҫлӑ аталанакан, ӑслӑлӑхпа конструктор ӗҫӗнче тата промышленноҫра пы­сӑк вӑй-хӑватпа палӑрса тӑракан предприятисем тӗнчери сумлӑ авиакосмос салонӗ­сене тӑ­тӑшах хутшӑнни чӑннипех савӑнтарать.

Космонавтика аталанӑвӗн тата уҫлӑха парӑнтарас ӗҫӗн историйӗ, тӳпе романтики хӗрӳ чӗреллӗ ҫамрӑксене ӗлӗкхиллех илӗртет. Паян пирӗн респуб­ликӑри ҫам­рӑк космонавтсен юхӑмӗ 2000 ытла арҫын ачапа хӗр ачана пӗр­лештерсе тӑрать. Чӑваш Енри кашни районпа хуларах пулас космонавтсем тӗпчевпе ӑс­лӑлӑх тата проект ӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, вӗҫекен аппаратсен макечӗсене туса ха­тӗр­­леҫҫӗ, космос тематикипе иртекен Раҫҫейри тата регионсем хушшинчи конкурссене хастар хут­шӑнаҫҫӗ.

Хӑйсен паха опычӗпе тарӑн пӗлӗвне ҫамрӑк ӑрӑва паракан  аэрокосмос отрас­лӗн ветеранӗсене чунтан тав тӑватӑп. Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсен ырми-кан­ми ӗҫӗпе тата ҫӗнӗ открытийӗсемпе Раҫҫейӗн космос отраслӗнчи хӑватлӑхне тата та вӑйлатма пулӑшасса шанса тӑратӑп!

Сире ҫирӗп сывлӑх, мӗн пур ырӑ пуҫарура ӑнӑҫу, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                      М. Игнатьев.

 



11 апреля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter