Каçал ен районĕ: ĕçсем вăй илсех пыраççĕ

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем кĕр тыррисене апатлантарас енĕпе аван ĕçлеççĕ. Апрелĕн 11-мĕшĕ тĕлне пурĕ 2226 гектар çинче ĕçе пурнăçланă. Сăмахран, "Слава картофелю" агрофирмăра, çĕрле самай хытă шăнтнипе усă курса, çак вăхăтчен 616 гектар кĕр тыррисене апатлантарнă. "Труд", "Дружба", "Восток" ЯХПК-сенче 200 ытла гектар çинче ĕçе пурнăçланă. "Рассвет" 154 гектар çинче, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ - 134, Иванов фермер хуçалăхĕ - 152 гектар, "Слава" 100 гектар çинче ĕçе вĕçленĕ. Ытти хуçалăхсем те ку енĕпе тăрăшаççĕ.

Çавăн пекех нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантарма пуçланă. Ĕçе пурĕ 523 гектар çинче пурнăçланă. Уйрăмах çак ĕçре "Урожай" колхоз ĕçченĕсем маттур. Вĕсем пурĕ 210 гектар апатлантарнă. Атласкинăн фермер хуçалăхĕнче - 143, "Дубовка" ООО-ра 60 гектар çинче ĕçе пурнăçланă.

Хуçалăхсем çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăларнă. Хальлĕхе 540 тонна вăрлăха яровизациленĕ. "Урожай" колхозра - 360 тонна, "Победăра" - 40 тонна, Самаринăн фермер хуçалăхĕнче - 140 тонна.

Районти хуçалăхсенче 253 тонна çурхи тĕш-тырă культурисен вăрлăхне имçамланă. Ку енĕпе "Труд" ЯХПК, "Слава картофелю" агрофирма, Самаринăн фермер хуçалăхĕ маттур. Акма юрăхлă вăрлăх хатĕрлес тесе те çине тăрсах ĕçлемелле. Хуçалăхсенче хальлĕхе вăрлăхăн 86 проценчĕ çеç кондициллĕ.



14 апреля 2014
11:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter