Каçал ен районĕ: пĕрремĕш кварталти ĕçе пĕтĕмлетрĕç

Апрелĕн 10-мĕшĕнче Раççей Шалти ĕçсен министерствин "Комсомольский" муниципаллă уйрăмĕнче кăçалхи январь-март уйăхĕсенчи ĕçе пĕтĕмлетрĕç. Çак канашлăва кунти сотрудниксемсĕр пуçне ЧР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Олег Яковлев, район прокурорĕ Владимир Николаев, район администраци пуçлăхĕн заместителĕ Александр Краснов тата ыттисем те хутшăнчĕç.

РФ Шалти ĕçсен министерствин "Комсомольский" муниципаллă уйрăмĕн тата Елчĕк районĕнчи полици начальникĕсем Геннадий Кокшинпа Владимир Волков иртнĕ виçĕ уйăхри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Муниципаллă уйрăмăн ертỹлĕхĕ криминаллă лару-тăрăва çăмăллатас тесе тăрăшни хăйĕн çимĕçне панă. Асăннă тапхăрта 74 преступление регистрациленĕ, ку иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 4 тĕслĕх (5,1 процент) сахалрах. Вĕсенчен 65-ĕшне уçса панă. Комсомольски район территорийĕнче 35 преступлени тунă (пĕлтĕр - 50). Елчĕк районĕнче вара усал ĕçсен хисепĕ 2013 çулхи асăннă вăхăтринчен 11 ытларах (ỹсĕм - 39,3%).

Саккуна хирĕçле ĕçсем тăвакансенчен ытларахăшĕ маларах алкоголь ĕçсе ăс-тăнне пăтратнине палăртрĕç йĕрке хуралçисем. Эрех ĕçнĕ çынсем район территорийĕнче пĕлтĕрхи çак тапхăрта та, кăçал та 29 преступлени тунине шута илнĕ. Маларах уголовлă явап тытнисем те пурте тĕрĕс çул çине тăмаççĕ, пĕтĕм преступленисен 43,2 процентне шăпах вĕсем тунă.

Çак тапхăрта районта преступленисен хăш-пĕр тĕсĕсене тăвасси чакнă пулсан, теприсем нумайланнă. 2013 çулта уйрăмах йывăр 1 преступлени регистрациленĕ тĕк, кăçал - 2. Комсомольскинчи ватă икĕ хĕрарăма вĕлернĕ тата пĕр кафере наркотикла япала сутнă тĕслĕхсемпе следстви ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Экономикăри преступленисен хисепĕ 8 пулнă. Иртнĕ çулсенче тунă 4 преступление кăçал уçса панă.

Шалти ĕçсен пайĕ обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе тем тĕрлĕ профилактика ĕçĕсем те ирттерет. Çапах обществăлла вырăнсенче тунă преступленисен шучĕ 9-па танлашнă. Полици органĕсенче ятарлă учетра 34 ача тăрать. Çамрăклах преступлени çулĕ çине тăрса хăйсен пурнăçне хуçнине çул çитменнисем темшĕн ăнланасшăн мар. Акă, çул çитмен 4 çамрăка ỹсĕрле çỹренĕшĕн административлă протокол çырнă. Çемьере мĕн курса çитĕнни çамрăк ăру тыткаларăшĕ çинче каланатех çав. Ачисене вĕрентес, воспитани парас тивĕçĕсене пурнăçламаншăн районти 19 ашшĕ-амăшне административлă явап тыттарма тивнĕ.

ЧР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Олег Яковлев республикăри кăтартусем çинче чарăнса тăчĕ. Регистрациленĕ преступленисен шучĕ палăрмаллах чакнине палăртрĕ вăл. Уголовлă ĕçсене уçса парасси, халь вĕсене эффективлăх тесе калаççĕ, 78 процентпа танлашать. Çакă федерацин Атăлçи округĕнче те чи лайăх кăтарту. Чи пысăк проблемăсенчен пĕри - эрех ĕçнĕ çынсем тунă преступленисен шайĕ çỹлли (45,3%), ку енĕпе Чăваш Ен Киров облаçĕ (46,1%) хыççăнах тăрать. Пĕтĕмĕшле илсен, Олег Николаевич Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи полицейскисен ĕçне аван хак пачĕ.



14 апреля 2014
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter