Çуркуннехи тапхăрпа ирттернĕ Спартакиада Çĕнĕ Шупашкарта пулнă

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, патшалăх влаç органĕсем хушшинче физкультурăпа спорт вăййисен XIII-мĕш Спартакиади иртнĕ. Палăртнă мероприятисене Чăваш Енри Спорт министерстви çумĕнчи «СДЮСШОР № 3» АУ ДОД йĕркелесе ирттернĕ. Çуркуннехи тапхăрпа ирттернĕ Спартакиадăн ăмăртăвĕсене баскетбол, шашка, сĕтелçи теннис тата шахматла вылассипе кĕртнĕ. Чи çивĕч спорт ăмăртăвĕсен тупăшăвĕсенче хăйсен çĕнтерӳçисем тупăннă. Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсен хушшинче баскетбол вăййисенче Чăваш Республики Пуçлăхĕн Администраци командине çитекенни пулман, иккĕмĕшне - Чăваш Енри Ĕçпе тивĕçтерекн патшалăх служби, виççĕмĕшне - Чăваш Енри ГКЧС çĕнсе илме пултарнă, федераллă органсем хушшинче чи маттуррисем - Чăваш Енри ФСС, иккĕмĕшне – Чăваш Енри УФНС, виççĕмĕш вырăна Чăваш Енри ШĔМ çĕнсе илнĕ. Республикăри районсемпе хула администрацийĕсем хушшинче « ылттăна» Шупашкар хула администрацийĕ, «кĕмĕле» Канаш хули, «бронза» Шупашкар район администрацийĕ илме тивĕçнĕ. Шашкăпа  выляссипе чи малтисем Чăваш Республикин Экономика министерстви, иккĕмĕшне Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ, виççĕмĕшне Чăваш Енр ГКЧС тивĕçнĕ, федераллă органсем хушшинче  «ылттăна» Чăваш Енри УФНС, «кĕмĕле» Чăваш Енри УФСИН, «бронза» Чăваш Енри УФК илме тивĕçлĕ пулнă. Районсемпе хуласем хушшинче – пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутайсем, иккĕмĕшне – Шупашкар хули, виççĕмĕшне - Каçал ен районĕ тухнă. Сĕтелçи теннис ăмăртăвĕнче Чăваш Республики Пуçлăхĕн Администраци командине çитекенни пулман, иккĕмĕшне – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, виççĕмĕшне Ял хуçалăх министерстви, федераллă органсем хушинче: пĕрремĕш – Чăваш Енри УФМС, иккĕмĕш - Чăваш Енри УФК, «бронза» Чăваш Енри УФСИН илме тивĕçлĕ пулнă. Хулапа районсем хушинче: пĕрремĕш – Шупашкар хули, иккĕмĕн – Тăвайсем, виççĕмĕш – Канаш районĕ. Шахмат вăййисенче Чăваш Республикин Культура министерствинче ĕçлекен Виктор Минаева çитекенни пулман, иккĕмĕшне Чăваш Республики Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлекен  Станислав Песин, виççĕмĕшне Чăваш Енри Строительство министерствинче вăй хуракан Сергей Афанасьев тивĕçлĕ пулнă, федераллă тытăмсенче ĕçлекекнсем хушшинче чи маттурри - Михаил Мешков (Чăваш Енри УФНС), иккĕмĕш - Владимир Васильев (Чăваш Енри УФСИН), виççĕмĕш -  Юрия Андреева (Чăваш Енри  Роспотребнадзор). Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче ĕçлекенсемпе илес пулсан: чи хастарри - Александр Сергеев (Çĕрпӳ районĕ), иккĕмĕш -  Анатолий Алексеев (Тăвай районĕ), виççĕмĕш - Витюгов Михаил (Шупашкар хули). Аса илтерсе хăваратпăр, палăртнă мероприятисене сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тата ăна халăхсем хушшинче ытларах сарас тĕлĕшпе йĕркелесе ирттереççĕ. Çулталăк тăрршĕпех ăмăртусем тĕрлĕ енпе иртеççĕ. Вĕсем:  тĕл перессипе, йĕлтĕрпе чупассипе, баскетбол, сĕтелçи теннис, шашка тата  шахмат, мини-футбол, пĕрлештернĕ эстафета тата канат туртассипе, çурран чупассипе, волейбол, ишессипе тата дартс перессипе. Спартакиадăн çитес тапхăрĕпе иртекен ăмăртусене йĕркелесе ирттерме çĕртме уйăхĕнче палăртса хунă. Кунта паллах, футболла вылассипе чи маттуррисене палăрчĕç. Тĕплĕнрех



14 апреля 2014
10:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter