Наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕ иртет

Наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕн юлашки тапхăрне хутшăнма районта (хулара) малти вырăна тухнă ачана ирĕк параççĕ. «Шевле» конкурса республикăн тата республика тулашĕн наци (чăваш) шкулĕсенче 6-9 классенче вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ. «Çăлтăрчăк» вăйă конкурсареспубликăн тата республика тулашĕн чăваш тата вырăс шкулĕсенче 7-9 классенче вĕренекен ачасем  (1 çын чăваш шкулĕнчен, 1 çын вырăс шкулĕнчен) хутшăнаççĕ.

Фестивале хутшăнакансене 2014 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн акт залĕнче 9.45 сехетре кĕтетпĕр. Регистраци 9.00 сехетрен пуçланать.

 

Подробнее→



14 апреля 2014
11:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter