Чăваш Енре Космонавтика кунне палăртнă

 Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Космонавтика кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла митинга хутшăннă. Палăртнă мероприяти Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шоршăл салинче СССР летчик-костонвт А.Г.Николаевăн мемориаллă комплексĕнче иртнĕ. Асăннă пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсесм Елена Николаева тата Александр Никаноров, Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ   Александр Цветков,  район ертӳçисем, «Байконур» космодром ветеранĕ Евгений Южалин,  «Плесецк» космодром ветеранĕ Евгений Шашкин, А.Н. Туполев ячĕллĕ Хусанти тĕпчев техникин университечĕн упрвлеийĕн пуçлăхĕ Динар Габидуллин хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче хамăрăн ученăйсемпе конструкторсен тивĕçлĕ ĕçлевĕсене кура, шăпах та тĕнче уçлăхне вĕçме май килнине асăннă. 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Юрий Алексеевич Гагарин тӗнче уҫлӑхне пуҫласа ҫул хывнӑ. Ҫав чаплӑ вӗҫев хыҫҫӑн ҫулталӑк иртсен космос анлӑхне Чӑваш Ен­ӗн мухтавлӑ ывӑлӗ – Андриян Николаев парӑнтарнӑ. Космонавтика аталанӑвӗн тата уҫлӑха парӑнтарас ӗҫӗн историйӗ, тӳпе романтики хӗрӳ чӗреллӗ ҫамрӑксене ӗлӗкхиллех илӗртет. Паян пирӗн респуб­ликӑри ҫам­рӑк космонавтсен юхӑмӗ 2000 ытла арҫын ачапа хӗр ачана пӗр­лештерсе тӑрать. Чӑваш Енри кашни районпа хуларах пулас космонавтсем тӗпчевпе ӑс­лӑлӑх тата проект ӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, вӗҫекен аппаратсен макечӗсене туса ха­тӗр­­леҫҫӗ, космос тематикипе иртекен Раҫҫейри тата регионсем хушшинчи конкурссене хастар хут­шӑнаҫҫӗ. Республика Пуçлăхĕ çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса чи паттăр ывăлсен тĕслĕхĕсене тĕпе хурса, çитĕнтерсе пыма кирлине палăртнă. Пархатарлă та вăйлă çынсен туйăмĕ ăруран ăрăва куçса пымалла. Питĕ лайăх тăрăшса вĕренсе, кайран ĕçлеме тытăнмалла. Ун чухне тин эпир ăнăçусем пуласси пирки иккеленме пăрахăпăр», - тесе чĕнсе каланă пухăннисем умĕнче Пуçлăх. А.Н.Туполев ячĕллĕ Хусанти университетăн управлени пуçлăхĕ Динар Габидуллин Чăваш Енре Хусанти авиаци институчĕн филиалне уçасси пирки йышăну туни çинчен хыпара пĕлтернĕ. «Чăваш Ен çĕрĕ яланах паттăр та пултаруллă çынсемпе пуян пулнă. Чи паллă та курăмлă тĕслĕх – Андриян Николаев. Филиала уçсан, Чăваш Енре çамрăк космонавтсене хатĕрлес ĕç тата та вăйлăрах вăй илсе пырĕ. Эпир, пурсăмăр та хар тăрсан, çĕнĕ çитĕнӳсем тума тата та меллĕрех пулĕ», - тесе каланă  Динар Габидуллин. Хыççăн митинга пухăннисем Андриян Николаев вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хунă, музея кĕрсе тухнă, Чăваш Ен çăлтăрĕн ачалăхĕ иртнĕ вырăнĕпе паллашнă. Тĕплĕнрех



14 апреля 2014
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter