Елчĕк районĕ: «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль

 Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче район шайĕнче   хушма пĕлÿ паракан ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль пулса иртрĕ. Мероприятине вĕренекенсен  ăс-тăнне, тавракурăмне  ÿстерес, чăваш-халăх культурине  аталантарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ. Унта 6-9 классенчи ачасем хастаррăн хутшăнчĕç. Чăваш чĕлхипе, литературипе, культурипе çыхăннă «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурсра вун пилĕк вĕренекен хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕ. Пилĕк станци витĕр тухса 7 класри Королева Марина (вĕрентекенĕ Малова Г.И. ) иккĕмĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕ.

    «Шевле» конкурсра ачасем Анатолий Миттовăн пултарулăхĕпе çыхăннă «Чăвашăн аваллăхĕ» темăпа ÿкерчĕксем турĕç. Виççĕмĕш вырăна 9 класри Кадирова Индира   ( вĕрентекенĕ Королева Г.А.) çĕнсе илчĕ.



14 апреля 2014
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter