Делегаци районта пулчĕ

Çурхи призыв çитрĕ, каччăсен салтак атти тăхăнма вăхăт. Çак ĕçе Чăваш Енре мĕнлерех йĕркелеççĕ-ха? Палăртнă тĕллевсемпе ĕçсене кунта вăхăтра пурнăçлаççĕ-и? Çак тата нумай-нумай ыйту çине хурав тупас, ĕçсене мĕнлерех пурнăçланипе паллашас тесе апрелĕн 8-мĕшĕнче республикăна РФ Оборона министерствин Тĕп федераллă округĕнчи организаципе мобилизаци управленийĕн граждансене çара хатĕрлессипе тата призывпа ĕçлекен уйрăм начальникĕ Сергей Юрьевич Яровой полковникпе ытти специалистсем килсе çитнĕ. Пĕрремĕш кунхине вĕсем Шупашкар хулин çар комиссариатĕнче пулнă, унти лару-тăрупа паллашнă.

Апрелĕн 9-мĕшĕнче делегаци района килсе çитрĕ. Сумлă хăнасене районти культурăпа кану центрĕн "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ.

Çар комиссариатĕнче йĕркеленĕ тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи пайĕн начальникĕ С.Ю.Данилов, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн хĕсмете тăма хатĕрлекен тата çар чаçĕсене ăсатакан пайĕн ертỹçи С.А.Козюра тата çар комиссариачĕн призыв енĕпе ĕçлекен специалисчĕсем хутшăнчĕç.

- Чăваш Ене килсе çитнĕ май эпир çак тăрăхра специалистсем мĕнле ĕçленине, документсене хатĕрленине тĕрĕслетпĕр, ыйтусем пулсассăн ăнлантарса паратпăр, - терĕ Сергей Юрьевич тĕрĕслев пуçланă май. Кăçалхи призыва пырса тивекен хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ Сергей Яровой. (Каçал ен районĕ)



14 апреля 2014
11:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter