Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Правительство членĕсемпе эрнесерен пулакан канашлăва ирттернĕ

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна тĕрлĕ служба ертӳçисемпе ирттернĕ.  Канашлăва пухăнисем чи малтанах пушарсенчен сыхланас ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев вăрман хуçалăхĕнче пушарсенчен сыхланас тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пушар тухассинчен тата вĕсемпе кĕрешме 1 пине яхăн техника хатĕрлесе тăратнине асăннă, 3 пин çын яланах сыхă тăнине асăннă. Çав вăхăтрах, çине-çинех профилактика ĕçĕсем йĕркелесе ирттернĕ пулин те, нумай чухне граждансем яваплăха туйса, пушартан сыхланас тĕллевпе сӳрĕк пулнине палăртнă, вĕсен айăпĕпе шăпах инкексем пулни çинчен каланă.  Юлашки виçĕ çул хушшинче, республикăри районсемпе хуласенче типĕ курăка чĕртсе, пушар пулнă тĕслĕхсене 50 хутчен шута илнĕ. Чи нумай тĕслĕхе ку енĕпе Улатăр районĕнче пулнине асăннă. Малашне асăннă тĕслĕхсемпе ятарлă граждансене тупса палăртсан, административлă майпа явап тыттарма саккун йышăннине те палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ юлашки виçĕ çул хушшинче вăрмансене пушартан сыхлас службăн пурлăхпа техника  базине çирĕплетес тĕлĕшпе самай пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттернине асăннă. Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техникăсене туянма 100 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. «Паян асăннă службăн пĕтĕмпех пур. Хăйсен умне лартнă тĕллевсене кирлĕ пек вăхăтра çеç пурнăçлама пĕлмелле», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ дачăсенчи лару-тăрăва та тĕрĕслесе тăма хушса хăварнă. Кунти пĕрлешӳсемпе тăтăшах профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттермелли пирки чарăнса тăнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Светлана Петрова çуллахи кану вăхăтĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетме путевкăсене епле илессин йĕрки çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Асăннă ĕçе икĕ тапхăрпа йркелени пирки палăртнă. Пĕрремĕш тапхăр – ака уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа, çурла уйăхĕн 15-чен заявлени хучĕсене çырма пулать, (Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта вĕренекен ачасем тата йывăр пурнăç условине лекнĕ ачасене шута илме палăртса хунă). Иккĕмĕш тапхăр – ака уйăхĕн 19-чен пуçласа çурла уйăхĕн 15-чен (республикăри пур муниципалитетсенче те шкулта вĕренекенсене шута илĕç).  Светлана Петрова пĕрремĕш кунне путевкăсене илес текенсем 6,5 пине яхăн çынна шута илнине палăртнă. Хальхи вăхăтра заявлени хучсене йышăнмаççĕ, мĕн пур шута илнисене тирпейлесе профилактика ĕçĕсем йĕркелеççĕ. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче ирхине 8 сехетрен асăннă путевкăсем илме заявлени хучĕсене йышăнас ĕçе малалла тăсĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил  Игнатьев ачасен кану вырăнĕсенче сывлăха çирĕплетме, ачасен апатланăвне çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине палăртнă, пахалăхĕ енчен пур стантарда та тивĕçме кирлине асăннă.  Вĕренӳ министерствине официаллă сайтра лагерьсен ертрӳçисем тата унти персоналсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартма сĕнсе хăварнă. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков 2014 çул ака уйăхĕн 13 мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче хушма суйлав ĕçĕсен малтанласа тунă ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Паянхи канашлура  ЖКХ тытăмĕнчи ĕç кăтартăвĕсем пирки те калаçнă. Республика Пуçлăхĕ халăхсен ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама хушса хăварнă. Паллах, ыйтусене кăçалхи çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕнче районсемпе хуласенче халăхсен пухăвĕсенче тăратнă пулнă. Бюджетпа çыхăннă, укçа-тенкĕпе эффективлă пĕлсе усă курнин ыйтăвĕсем канăçсĕрлетнĕ. Канашра çул-йĕрсем тума уйăрнă тăкаксем те уçăмлăха кĕтеççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хула администрацине, хĕл хыççăн пуçтарăннă çӳп-çапа вăхăтра тирпейлеменшĕн асăрхаттарса хăварнă.  Администрацисенче ĕçлекенсен хăйсен тĕслĕхĕпе, мĕн пур граждансене тавралăха тирпей илем кӳрес ĕçе явăçтарма кирлине чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.



14 апреля 2014
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter