Музейра - юсав ĕçĕсем

 

Майăн 1-мĕшĕнче Кирилл Васильевич Воронов çуралнăранпа 100 çул, Чăваш Сурăм музейне «халăх» ятне панăранпа 25 çул çитет.

1968 çулта биологи учителĕ К. Воронов тăрăшнипе Чăваш Сурăмĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта краеведени кĕтесĕ йĕркеленнĕ.

Çулсем иртнĕ çемĕн экспонатсем хушăнсах пынă. 1979 çултан пуçласа 1989 çулччен «Сорминский» совхозăн краеведени музейĕ шутланнă. 2001 çулта Чăваш Сурăм халăх музейне К.Воронов ятне панă.

Хальхи вăхăтра кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ, стендсене çĕнетеççĕ. (Элĕк районĕ)



15 апреля 2014
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter