Елчĕк районĕ: литература тĕпелĕнче Елена Хĕвелпи: «Кашни сăмах ахах»

Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем çыравçăсемпе тата сăвăçсемпе тĕл пулусем йĕркелесех тăраççĕ. Ку хутĕнче вулакансем  хамăрăн ентешпе Елена Васильевна Хĕвелпи (Барская-Блинова) сăвăçпа тĕл пулчĕç. Паллах, чылай вулаканшăн çĕнĕ ят. Елена Васильевна Барская-Блинова Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех çырас ăсталăхпа палăрнă. Хăйĕн пĕрремĕш сăввине Шупашкар çинчен хайланă вăл. Шкултан вĕренсе тухса ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн Елчĕкре çăкăр пĕçернĕ çĕрте ĕçленĕ. Каярахпа зоотехник дипломне алла илсен Краснодар крайĕнче «Прогресс» хуçалăхра вăй хунă.

Хастар хĕрарăма шăпа Чăваш республикин Шалти ĕçсен министерствине илсе çитернĕ. Ку тытăмра нумай çул тăрăшнă вăл. Ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн медальсене, тав хучĕсене тивĕçнĕ. Пушă вăхăтра Елена Барская спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă, илемлĕ пултарулăх ушкăнне хутшăнса куракана юрăсемпе савăнтарнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларайман вăл, Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн ветерансен канашĕн ертÿçин çумĕнче ĕçлеме пуçланă. Ветерансене хăй те «Çулăм» ушкăнра юрласа савăнтарать.

Юлашки вăхăтра Елена Барская сăвă çырас ăсталăхне аталантарсах пырать. Вĕсене Елена Хĕвелпи хушма ятпа кун çути кăтартать. Хастар автор Чăваш Республикин писательсен союзĕн членĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи хĕрарăмсен «Чăвашлăх управĕ» пĕрлешĕвĕн ертÿçин çумĕ. Пултаруллăхне хакласа ăна Эмине ячĕллĕ премипе чысланă. Ветерансен юхăмне хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Шалти министерстви Елена Барскаяна «Хĕрарăм ветеран» ят парса хавхалантарнă. Общество ĕçне кăмăлаканскер инвалидсене пулăшма та майсем шырать. Кăшт пушă вăхăт тупăнсанах тĕрлет, çыхать, атлас хăюсенчен картинăсем янтăлать. Ун пек çынсене «ăста аллинче пин ĕç вĕрет»- теççĕ.

Каласа хăвармалла, Елена Хĕвелпин сăввисем тĕрлĕ хаçатсенче пичетленсе тухнă. 2012 çулта вара «Оставь свой добрый след…» ятпа кĕнеке пичетленсе тухать. Ку кĕнекере автор атте-анне, тăван ял, тăван кĕтес чи хаклине, унти çырма–çатри, Таяпа ялĕ илемлĕхне сăнласа парать.

         Литература каçне чăваш тĕнчинче паллă журналист, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.А.Тимофеев, вулакансем хутшăнчĕç. Елена Васильевна мероприятие хутшăнакансене хăйĕн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Тĕл пулăва сăвăç хайĕн сăввисене вуласа илемлетрĕ. Елчĕк çĕрĕн пултаруллă хĕр арăмĕ çинчен ÿкернĕ «Жизнь в творчестве» кĕске документла фильма курма та кăмăллă пулчĕ. Вулакансем паянхи ăшă тĕл пулушăн тав сăмахĕ каларĕç. Елена Хĕвелпине библиотека ĕçченĕсем тав çырăвĕ тата пĕчĕк парне парса чыс турĕç, малашне те творчествăра ăнăçусем сунчĕç.



15 апреля 2014
15:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter