Элĕксем фестивальте палăрчĕç

 

Етĕрне районĕнче купăс калакансемпе такмакçăсен «Купăс, выля тата юрла» зонăри фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Аркадий Айдака халалланă. Мероприятире Етĕрне, Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи пултарулăх коллективĕсемпе профессионаллă юрăçсем хутшăнчĕç. Элĕкри культурăпа кану центрĕ, Ураскилтри тата Тавăтри информаципе культура центрĕсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартрĕç. «Валинке» фольклор ансамблĕ «Ансамбль» номинацире 1 степеньлĕ диплом тата 700 тенкĕ çĕнсе илчĕ. Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи купăсçăсем те фестивальте палăрчĕç. Алексей Якимов иккĕмĕш вырăна тухса 3000 тенкĕ, Владимир Терентьев виççĕмĕш вырăн çĕнсе илсе 2000 тенкĕне тивĕçрĕç.



15 апреля 2014
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter