Элĕк районĕ: эпĕ - тĕпчевçĕ

Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче шкул çулĕчченхи ачасен тата кĕçĕн классенче вĕренекенсен «Эпĕ - тĕпчевçĕ» ятпа тĕпчевпе пултарулăх ĕçĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Кунта Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем пысăк ăсталăх кăтартнă.

4 «б» класри Наталья Иванова, Милош Николаев тата Константин Лебедев «Калаçаççĕ музей залĕсем» тĕпчев ĕçне тăратнă та «Гуманитари» енĕпе çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

3 «а» класри Никита Иванов «Çутăпа тĕс» пултарулăх ĕçĕпе «Физика тата техника» енĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин дипломĕсемпе медалĕсене тата парнесене тивĕçнĕ.

 



15 апреля 2014
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter