«Илемпи» мала тухрĕ

 

Çитĕнекен ăрăва çут çанталăк илемне хаклама, кĕвĕ-çемĕ, литература, театр, ÿнер урлă тата ытти искусство мелĕсемпе усă курма хăнăхтарас тĕллевпе Элĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ вĕренекенсен экологи театрĕн районти конкурсне ирттерчĕ. Унта шкулсенче пĕлÿ илекен 5 ушкăн хутшăнчĕ.

Конкурс темине мĕнпе уçса панине, сцена тумне, пĕчĕк артистсем хăйсене мĕнле тытнине, нумай жанрлă пулнине шута илнĕ. Юнтапари вăтам шкулти вĕренекенсен ĕçĕ чи лайăххи пулчĕ. В.Нестерова ертсе пыракан «Илемпи» коллектив мала тухрĕ. (Элĕк районĕ)



15 апреля 2014
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter