Элĕк районĕ: çулсем тикĕсленеççĕ

 

Пирĕн районта автомобиль çулĕсем пĕтĕмпе 311,765 километра тăсăлаççĕ. Çакăнтан республика пĕлтерĕшлĕ автоçулсем - 67,25 километр, вырăнти çулсем - 244,515 километр.

Регион пĕлтерĕшлĕ автоçулсене «Чăвашавтодор» уçă акционерлĕ общество пăхса тăрать, районти автомобиль çулĕсене «Алиководорстрой» хупă акционерлă общество юсаса тикĕслет. «Чăвашавтодор» подряд организацийĕ «Элĕк-Ишек», «Никольски-Етĕрне-Калинино», «Элĕк-Кивĕ Атикасси-Сăр» маршрутсемлĕ автоçулсем çинчи шăтăк-путăка юсаса тухнă. Ку ĕçсене сивĕ асфальт-бетонпа пурнăçланă. Çанталăк ăшăтсан вĕри асфальтпа усă курма тытăнаççĕ.



15 апреля 2014
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter