«Газпа нефть промышленноçĕ валли çĕнĕ энергетика хатĕрĕсем» ятпа иртекен конференци Шупашкарта хăйĕн ĕçне пуçланă

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев топливăпа энергетика комплексĕнчи энергетиксен Ассоциацийĕн конференци ĕçне хутшăннă. Асăннă тытăмра нефть тата газ промышленноç хатĕрĕсене çĕнĕлле калăплассин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Конференцие уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра промышленноç аван аталаннине асăннă. Чи ăнăçлă предприятисем шутне электротехника пайĕ кĕнине палăртнă. «Шупашкар хули реле сыхлассин хатĕрĕсене тата автоматика калăплассипе тĕп центр шутланать. Пирĕн патĕнче калăпланса тухакан таварсем ют çĕр-шывсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Пахалăхĕ енчен пысăкрах шайра та тăрать. Тăтăшах «Росатом», «Русгидро», «Газпром» пысăк компанисем ыйтни куç кĕретех. Нефть тата газ промышленноçĕнче ĕçлекенсем пирĕн хатĕрсемпе усă курни паха. Пирĕн ни газ ни нефть çук. Мĕн пур пуянлăх – ĕçчен халăх пурăнни. Тен çавăнпа та çамрăк çитĕнекен ăру çине эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вĕсен ырă шухăшĕсене яланах тĕпе хуратпăр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех республикăра конкуренци пулма пур услови те хатĕрлесе тăратни пирки асăннă. Час-часах автоматика промышленноçĕн тытăмĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута янине каланă. «ТЭК Энерго» коммерцилле мар Партнерсен правленийĕн председателĕ Виктор Шеховцов Михаил Игнатьева, Экономика министерствине конференцие йĕркелес ĕçре пысăк витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă. Хыççăн газпа нефть промышленноçĕнче çĕнĕ энергетика хатĕрĕсене калăпласа пурнăçа кĕртессин ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă, хăш-пĕр уйрăм çул-йĕрсем пирки калаçнă. Ĕçлĕ конференцийĕн тĕп пайĕ актуаллă ыйтусенчен тăракан темăсемпе презентацисемпе тăсăлнă. Конференце ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа, ака уйăхĕн 17-мĕшĕччен йĕркелесе ирттерме палăртнă, кунта 25 регионтан 48 организаци представителĕсем хутшăнма кăмăл тунă. Тĕплĕнрех 



15 апреля 2014
13:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter