Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ республикăра иртнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Лапсар поселокĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çитсе килнĕ

 

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ республикăра иртнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Лапсар поселокĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çитсе килнĕ. Республика Пуçлăхĕ «УК «Лапсарская» ООО ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Асăннă пĕрлешӳ Дубраво тата Совхоз урамĕсенчи 19 нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ организацийĕн ертӳçине рессурссемпе тивĕçтерекен организацисем умĕнче парăмсене нумай пуçтарса янишĕн ятласа илнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 11 млн. текĕне те çитнĕ. Халăхсем пăшăрханса ыйтнă ыйтусем çине те вăхăтра хурав пама хушнă. Граждансем хăйсен ирĕкĕпе пулăшусемпе усă курнишĕн укçа тӳлеменнисене çирĕп явап тыттармаллине асăннă. «Шупашкарта пурăнакан кашни 4-мĕш çын, ЖКХ пулăшăвĕсене саплаштарма субсиди илет. Вĕсемпе те вăхăтрах кăсăклансах тăмалла, палăртнă укçа-тенкĕне çийĕнчех асăннă тытăма куçараççĕ е çук. Эффективлă ĕçлесе пыни – пирĕншĕнех паха. Енчен те тăрăшмасан, мĕн пуррине пĕтĕмпех салатса яма часах», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Поселокра пурăнакансен ыйтвĕсемпе сĕнĕвĕсене шута илнĕ хыççăн, Михаил Игнатьев Совхоз урамĕнчи 2/2 çурта 2017 çулта граждансене аварийлĕ, пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтарас программăна кĕртсе хăварнин ыйтăвне тепĕр хут çирĕп пăхса тĕрĕслеме хушнă. Тен унчченех çуртсене юрăхсăра тухнă тесе йышăнма лекĕ. Кĕркунне çитиччен урамсене çутăсем кĕртсе хăвармалла. «Чăваш Енре мĕн-пур пурăнакан, пĕр пек коммууналлă пулушусемпе усă курма тивĕç», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Хулари тĕп больница» БУ çитсе килнĕ. Медицина ĕçченĕсен шалу укçипе кăсăкланнă. Халăхсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парас ыйту еплерех шайра пулнине ыйтса пĕлнĕ. Поликлиникăн тĕп врачĕ Ирина Ефимова электронлă регистратура çинчен каласа кăтартнă. Электронлă медицина картине кура, 10 пине яхăн чир-чĕрсен историне шута илнине асăннă. Пăлтĕрхи çул уçăлнă медицина пулăшăвĕ памаллин уйрăмĕн ĕçне тишкернĕ, çынсене хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан чирсене сирсе яма пулăшакан ятарлă уйрăмра выртакан çынсемпе курнăçса калаçнă. Хыççăн Михаил Игнатьев пуçламĕш класра вĕренекен шкул ачисемпе курса калаçнă, кунтах  ача саде çӳретме те меллĕ. Кăçалхи çул кунта 301 ача шкула килет. Ачасене вăхăтрах апатлантараççĕ, куне икĕ хутчен. Пуласлăхра шкула 6 млн. тенкĕллĕх юсав юçĕсем йĕркелесе ирттерме палăртса хунă. Çуртăн пĕрремĕш хутне тата апатлантару уйрăмне реконструкци тума палăртнă. Шкул çулне çитмен 2 ушкăн уçма хатĕрленеççĕ. Çак ĕçсене пĕтĕмпех вăхăтра йĕркелесе ирттерсен, Çĕнĕ Лапсарта ачасене садике черете тăратас ыйту пĕтĕмпех пурнăçланать. Михаил Игнатьев апатлантару уйрăмне, физкультура урокне, вĕренӳ тапхăрĕ еплерех пурнăçланнипе кăсăкланнă.  Олим чемпионĕ А.И. Тихонов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бассейнсемпе паллашнă. Кунта пчĕккисене валли тата аслăрах çулти ачасем валли уйрăм вырăнсем хатĕрленĕ. Халлĕхе ДЮСШра 7 ушкăн шутланать, вĕсенче 142 ача сывлăха çирĕплетме çӳрет. Кунта ытти пулăшусемпе те тивĕçтереççĕ, час-часах 5-7 класра вĕренекенсемпе физкультурă урокĕсене те йĕркелесе ирттерни савăнтарать. Бассейна 1991 çулта хута янă.  Ремонт ĕçĕсене йĕркелесе ирттерсен аван пулнă пулĕччĕ. Республика Пуçлăхĕ Шупашкар хула администрацине палăртнă ĕçсене çийĕнчех пурнăçлама кирлине асăннă, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан бассейн вăхăтра ĕçлеме тытăнмаллине каланă. 2013-2014 вĕренӳ çулĕсенче 42№-лĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкула пурĕ 292 ача пĕлӳ пухма çĕрет. Кунта вĕренекенсем пахалăхлă апатпа усă кураççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕн директорĕ Эльвира Анисимова пĕлтернĕ тăрăх, ачасен тавра курăмлăхне ӳстерме çителĕклĕ таранах пур услови те пур. Ачасем спортпа питĕ туслă пулнине палăртнă, вĕренӳре те хастар, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ валли те тимлĕ хатĕрленни куç кĕретех. Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Çĕнĕ Лапсарта пурăнакан активпа  ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.  Халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Тĕплĕнрех



16 апреля 2014
17:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter