Паян Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет

Паян Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Информаци ушкăнăсем палăртнă ял тăрăхĕсене çитсе килĕç, халăхсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав парĕç. Палăртнă тĕп ыйтусене граждансемпе тĕл пулнă самантсенче сӳтсе явĕç. Ыйтусем: Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2014 çулта пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче кăларнă 34№-лĕ Указ. Вăл сывлăхпа спорт кунне палăртасси çинчен калать. Тепĕр ыйту, 2014 çул ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисен индексацийĕ пирки. Хальхинче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа паллă куна хатĕрленсе уяв мероприятийĕсене йĕркелесе ирттерес ыйту  пулни те питĕ паха. Асăннă пулăма хатĕрленсе республикăри районсемпе хуласенче курăмлă мероприятисем иртĕç. Паян тепĕр ыйту çивĕч тăрать. Тăван тавралăха тирпей илем кӳртессине те куçран вĕçертме юрамасть. Аслă çулсен хĕррисене, масарсене ял тăрăхĕсенче вăхăтра тирпейлесе тăмалла. Ыйту кулленех тимлĕх ыйтать.  Паян, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç, халăха канăç паман ыйтусем çине хурав парĕç.

 



16 апреля 2014
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter