Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

 Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Парти Председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти общество йышăну пӳлĕмĕнче граждансене йышăннă. Халăхсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнас ĕçе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Парти регионти обществăлла йышăну ертӳçи Николай Николаев хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ патне харпăр хăй ыйтăвĕсемпе 5 çын пынă, вĕсенчен 4-шне пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ канăçсĕрлетнĕ. Анна Константинова тăлăха юлнă ачасене хваттерсемпе тивĕçтерес програмăпа хăтлă çурт ыйтать. Лариса Порфирьева хăйĕн мăшăрĕпе 10 ача пăхса çитĕнтереççĕ, паллах çемьене хваттер кирлĕ. Рушани Югинсен çемьи аварийлĕ çуртра пурăнать. Сергей Воронинсен çемьи, хăй вăхăтĕнче  Афган тумхахĕсенче те пулнă, Чăваш Ене Украинăра 2007 çулта куçса килнĕ, çаплипех харпăр хăй хваттерне туянма май килмен. Асăннă ыйтупа вĕсем Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр фондĕнчен пулăшу кĕтеççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пур ыйтăва та тĕплĕн итленĕ, кашнинех çивĕч контроле илесси пирки асăнса хăварнă. Анна Константинова, тăлăха юлнă ача, Порфирьевсен нумай ачаллă çемьи Шупашкар хула администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, хваттере 2014 çулта илмелле. Лариса Порфирьевăпа республика Пуçлăхĕ нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен парса тивĕçтерекн пулăшусем çинчен тĕплĕн сӳтсе явнă. Нумай ача амăшĕ патшалăх ачасемшĕн паракан пулăшусене вăхăтра парса тивĕçтернине асăннă. Федераци паракан  амăшĕн капиталне пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатнă çĕре янине каласа хăварнă. Республика енчен паракан амăш капиталне ăçта ярасси пирки халлĕхе шутламан-ха.  Михаил Игнатьев республикăра нумай ачаллă çемьесене пысăк тивĕçре пулнине асăннă. Вĕсене уйрăмах тимлĕх уйăрнине каланă. Вĕсем яланах ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртса хăварнă. Рушани Югинпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнма юрăхсăра тухнă хваттерсенечен хăтлă çуртсене куçарас адреслă программăпа килĕшӳллĕн, Чăваш Республикинче пурăнакансем пур те 2017 çул тĕлне пурăнма çуртсем туянма пултарасси пирки калаçнă. Югинсен çемьи 2015 çул тапхăрĕнче йывăç баракран хăтлă çурта куçĕ. Сергей Воронин ыйтăвĕпе,  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула администрацине тепĕр хутчен асăннă ыйтупа тĕплĕн ĕçлеме сĕнсе хăварнă. Етĕрне районĕнче пурăнакан староста Игорь Овчинников вăтам Изрей ялĕнче ача  садне хуптарас марришĕн ыйтăва хускатнă. Вăл пĕлтерĕ тăрăх, садике 30 ача çӳрет. Çамрăк амăшĕсем ача сачĕ хальхи пурнăçпа килĕшсе тăманнишĕн СанПиНа тивĕçменнишĕн пăшăрханаççĕ. Ăна пула, ача сачĕ хупăнас хăрушлăх пурине палăртса хăварнă. Етĕрне район администраци ача садне тĕпрен  çĕнетсе юсама 1,2 млн. тенкĕ уйăрасси пирки йышăну тунине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Пĕтĕм палăртнă юсав  ĕçсене çуллахи ачасен кану вăхăтĕнче йĕркелесе ирттерме палăртса хунă. Çĕнĕ тапхăра валли садик пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăма шантарать. Кунта мĕн кирлине çителĕклĕ таранах хатĕрсемпе тивĕçтерĕç.

 Тĕплĕнрех



16 апреля 2014
11:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter