Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче

Эпир сывлăхлă пуласси çут çанталăкпа килĕштерсе пурăннинчен, хамăр тавралăха йывăç-курăкпа пуянлатас-илемлетес тесе тăрашнинчен нумай килет.

Çакна асра тытса Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем  шкул пахчинче ĕç пуçланă та ĕнтĕ.

А.В.Падусев шкул директорĕ хăйĕн ырă тĕллевлĕ  шухăшне ачасене линейкăра пĕлтернĕччĕ — шкул хыçĕнчи лаптăкра улмуççисем лартса ÿстересчĕ, сад ĕрчетесчĕ!  Вырăнĕ ирĕк, çутă çителĕклĕ — шăпах улмуççисем валли. Ачасем те, вĕрентекенсем те хапăл тусах йышăнчĕç ку ырă пуçарăва. Халĕ, акă, çамрăк хунавсем илсе килнĕ çĕре вырăн хатĕр пултăр тесе, аслăрах классенче вĕренекенсем шăтăксем чавса хураççĕ.

Çак пуçарăва ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш ырласа йышăнасса, тăван шкула май пур таран пулăшасса шанас килет.



16 апреля 2014
16:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter