Çу уйăхĕнчи уявсен хатĕрленӳ тата вĕсене йĕркелесе ирттерес тапхăрта хăрушсăрлăха пăхса тăрассин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи терроризма хирĕç кĕрешес тата оперативлă штаб комиссйĕн ларăвне йĕркелесе ертсе пынă. Ларăва хутшăннисем çу уйăхĕнчи пулакан уявсене хатĕрленсе йĕркелесе ирттерес мероприятисенче, пурăнăç хăрушсăрлăхне пăхса тăрассипе, Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсенчи координаци ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Асăннă тапхăрта, çу уйăхĕнчи уявсенче, пурĕ 2 пине яхăн культура мероприятийĕсене ирттерме палăртса хунă, вĕсенче Чăваш Енрен тата кунта хăнана килекенсем 200 пине яхăн çын хутшăнма кăмăл тунă. Граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тесе, çу уйăхĕнчи уявсенче уйрăмах тĕрлĕ вăй ведомствисем сыхă тăма палăртнă. Ларăва хутшăннисем, Чăваш Республикинче тĕрлĕ ведомствăсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçленине асăннă, оперативлă лару-тăрăва çирĕп тăрĕслесех тăнине, чăтмалла мар пысăк йĕрке пăснă тĕслĕхсене шута илменнине те палăртса хăварнă. Апла пулин те, лару-тăру аван пулни куç кĕретех. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уявсем аванах иртсе каясса шанни пирки палăртнă, çитменнине тивĕçлĕ шайра  пуласси пирки те нимĕн иккеленмесĕрех каланă. Ларăва хутшăннисем 2015 çул валли террора хирĕç кĕрешес енĕпе ирттермеллин вĕрентӳ тапхăрĕн планне, ăнсăртран инкек-синкек сиксе тухасран хатĕрленсе стационарлă, мобильнăй операторсемпе тачă çыхăнса ĕçлемеллин йĕркисем çинчен те канашланă.  Тĕплĕнрех



17 апреля 2014
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter