Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ ячĕпе саламлани

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата муниципалитет службин ветеранĕсем!

Сире вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем -  влаçăн граждансене чи çывăх тытăмĕсем, çавна май хăйсен территорийĕсенче пурăнакансен социаллă лару-тăрăвĕшĕн уйрăмах яваплă. Чăннипех халăх влаçĕ пулнă май вырăнти хăй тытăмлăхăн çыннăн Конституцире çирĕплетнĕ нумай правипе ирĕкне тӳрре кăларас, общество йĕркеленĕвĕн демократи принципĕсене çирĕплетес ĕçри пĕлтерĕшĕ питех те пысăк.

Влаçăн мĕн пур юппи  тачă çыхăну тытса ĕçленине кура Чăваш Республикинче патшалăхăн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программисем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Вĕсен инвестици хăвачĕ ӳсет, ял-хула хăтлăланать çулсем тăвасси, вĕсене реконструкцилесси вăй илет, ача сачĕсемпе шкулсем, больницăсемпе фельдшер-акушер пункчĕсем, пурăнмалли çурт-йĕр, спорт объекчĕсем çĕкленеççĕ.

Нумай тунă, çапах тумалли те нумай-ха.  Чăваш Енре пурăнакансем яланах ĕçченлĕхпе, тĕллеве тӳрре кăларассишĕн çине тăнипе палăрнă. Пирĕн юратнă республикăн вырăнти хăй тытăмлăхĕ малашне те ăнăçлă аталанасси пирки иккĕленместĕп.

Сире çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, халăхшăн пурнăçлакан çăмăл мар тата яваплă ĕçре çитĕнӳсем, телей тата ырлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                 М. ИГНАТЬЕВ.



18 апреля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter