Муркаш районĕ: яшсем çар ретне тăраççĕ

Çар ретне йышăнассин çуркуннехи тапхăрĕ пуçланчĕ. Çавна май эпĕ  Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк  районĕсенчи  пайĕн ертÿçипе Александр Кочуровпа калаçрăм.

- Александр Алексеевич, черетлĕ тапхăр ку тĕлĕшпе мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртрĕ-ха; Çар ĕçĕпе, çар ретĕнче пулассин тăпхăрĕпе, тĕрлĕ çăмăллăх панипе тата ытти ыйтупа интересленеççĕ.

- Раççей Федерацийĕнче çар ретне тăратассин тапхăрĕ вăйра тăрать. Пĕтĕмпе 215 пин яша çак ĕçе явăçтарма палăртнă, вĕсем  ку вăхăт тĕлне 18 çул тултарнисем тата унччен отсрочка панă вăхăт вĕçленнĕ аслăрах яшсем. Çар ретне тăратассинче уйрăм улшăнусем пулса иртмен, унăн тапхăрĕ те малтанхи пекех  12 уйăхпа танлашать.

- Муркаш районĕн миçе каччи хĕсмете кайма хатĕр-ха тата вĕсен «вĕри точкăсене» лекес хăрушлăх çук-и?

- Малтанласа палăртнă тăрăх çар ретне 70 яша ăсатмалла.  Раççей Федерацийĕн Оборона министрĕ С. Шойгу хăйĕн уçă калаçăвĕнче  çар ретĕнчи пĕр яша  та чикĕ леш енне ăсатмалла маррине каларĕ, асăрхарăр пулĕ апла пулсан  «вĕри точкăсене» те. Украина, Таджикистан, Чечня пирки калатăр пулĕ-ха. Ку тăрăхсене тахçанах контрактниксене çеç ăсататпăр. Крым тата Севастополь халĕ Раççей тытăмĕнче ĕнтĕ. Хура тинĕс флочĕ пирки ĕмĕтленекенсем унта çитме пултараççĕ, енчен те ишев тата ку тĕлĕшри ытти ĕç валли сывлăх юрăхлă пулсан.         

-  Калаçăва сывлăх пирки пуçартăр, мĕнле хаклатăр  районти яшсене эсир?

- Кун умĕнхи тапхăра пĕтĕмлетнĕ май призывниксен 72,4 проценчĕ çар ретне тăма  юрăхлă пулчĕ, çакă республика кăтартăвĕнчен пысăкрах. Çакăншăн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче вăй хуракансене тав тăватăп. Физкультурăпа спорт хатĕрленĕвĕ валли майсем районта çителĕклĕ, «Сывлăх» комплекс кăна мĕне тăрать, апла пулсан май пуррипе усă курмалла.

- «Элита çар чаçĕсем» пирки мĕн каланă пулăттăр, ăна суйлакан чылай пулĕ?

- Паллах, чылайăшĕ ВДВ чаçне, тинĕс пехотине, ятарлă ĕçсен уйрăмне кайма ăнтăлаççĕ. Анчах та кунта физкультура хатĕрленĕвĕ питĕ вăйлă пулмалла.

Йĕркене пăхăнманнисем пирки те асăнса хăварас килет. Паянхи кун тĕлне районта çара каяссинчен 20 яш пăрăнать. Вĕсем эпир йыхравланине шута хумаççĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмаççĕ. Çак йышăн 90 - 95 проценчĕ çар ретне тăма юрăхсăр, апла пулин те вĕсем çар билетне илес ĕçе вĕçне çитереймеççĕ. Асăннă йыш пирки полици пайне пĕлтернĕ ĕнтĕ. Район прокурорĕ  С. Павлов ку енĕпе çине тăрса тимлеме пуçларĕ. 

Призывниксем тата ашшĕ-амăшĕсем, çар ĕçне пурнăçласси арçыннăн тĕп тивĕçĕ пулнă, çаплах юлать те. Ответлă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлар, çакăнтан аякра пулар мар. Тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа вĕçне çитерме çирĕп сывлăх сунатăп.



18 апреля 2014
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter