Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене, муниципалитет службин ветеранĕсе професси уявĕ ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кунне халалласа ирттернĕ хаваслă пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика Партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ  Николай Малов хутшăннă.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет ĕçченĕсем халăхпа тачă çыхăнса ĕçленине палăртнă. Вĕсенчен кашни хăйсен территорийĕсенче пурăнакансемшĕн тăрăшса ĕçленине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çынсен прависемпе ирĕклĕхне тӳрре кăларас ĕçре, обществăра йĕркене сыхласа хăварассинче те пысăк витĕм кӳнине уйрăммăн палăртса хăварнă. «Терриоторисен аталанăвĕшĕн эпир миллиардсем тăкаклатпăр. Асăннă укçа-тенкĕне уйăрнине кура, пирĕн экономикăн тата та хăватлăрах вăй илмелле, ял хуçалăхĕпе пĕчĕк е вăтам бизнесăн та çирĕпленсех пымалла», - тесе каланă Пуçлăх. Чăваш Ен Пуçлăхĕ муниципалитет ĕçченĕсене наградăсем парса хавхалантарнă. Калăпăр, вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче нумай çул тӳрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçлесе тата  ăна аталантарма витĕм кӳнишĕн Чăваш Республикин Хисеп грамотипе Шупашкар районĕнче Атлаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса вăй хуракан Алексей Елимова саламланă. Халăха тивĕçлĕ пулăшу кӳрес ĕçре нуумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленишĕн Чăваш Республикин  халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫ сферин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята Вăрнарти «Газпром газораспределение Чебоксары» ОАО филиал директорĕне, Элĕк районĕн пуçлăхĕ – районти депутатсен пухăвĕн Председательне  Владислав Дубинина парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушинче: Пăрачкав районĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса тимлекен Николай Владимиров, Красноармейский районĕнче ял администрацийĕн поселенийĕнче специалист – эксперт пулса ĕçлекен Галина Ефимова, Хĕрлĕ Чутай районĕнче ял администрацийĕн поселенийĕнче ертӳçĕ специалист-эксперт Валентина Жижайкина,  Улатăрти ЗАГС ертӳçи Юлия Каюкова, Муркаш район администрацийĕн Управляющийĕ Александр Краснов, Вăрнар районĕнче ял администрацийĕн поселенийĕнче ертрӳçĕ специалист-эксперт Алевтина Николаева, Канаш районĕнчи ял поселенийĕн пуçлăхĕ  Алексей Трофимов. Чăваш Республикин Тав çырăвĕпе сумлă сехете вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне аталантарма пысăк тӳпе хывнишĕн Тăвай районĕнчи ял поселенийĕн пуçлăхĕ  Геннадий Иванов тата Шăмăршă районĕнчи ял поселенийĕн пуçлăхĕ  Аркадий Кузьмин тивĕçнĕ. Муниципалит ĕçне таса кăмăлпа пурнăçласа хиселĕ ята илнисем хушшинче: Вăрнар районĕнчи ял администрацийĕн поселенийĕнче специалист- эксперт Светлана Данилова, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – аппарат ертӳçи Алексей Маклыгин тата Патăрьел район администрацийĕнче тĕп специалист – эксперт Марат Шайхуллов.   «ЧЕТРА-Промышленные машины» ОАО Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ ячĕпе пухăннă хăнасем валли хăйсем калăпласа кăларакан ял хуçалăхĕнче усă курмалли техникăсен куравне йĕркеленĕ. Тĕплĕнрех



18 апреля 2014
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter