Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Раççей Перекет банкĕ» АУП хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемеллин ĕç хутне ал пусса çирĕплетнĕ

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Раççей Перекет банкĕ» АУП Атăл Вятка председателĕпе  Сергей Мальцев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Раççей перекет банкĕ» пĕрлешӳ хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемеллин ĕç хутне ал пусса çирĕплетнĕ. Асăннă ĕç хучĕ, Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕнче килĕшĕве çирĕплетессе, пĕрне пĕри ăнланса пырса, ĕçе вăйлăрах аталантарса пыма хистет, финанспа кредит  тытăмĕнче çул-йĕре тата та вăйлăрах анлăлатма шантарать. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре пурăнакансемпе тĕрлĕ предприятисем, организацисем Раççей Перекет банкне шаннине асăннă. Республикăри влаç органĕсем банк тытăмне аталантарма пĕр пек условисем туса панине асăнса хăварнă. Сергей Мальцев, вĕсене çакăн пек пысăк хак парса тата шаннишĕн тав сăмахĕ каланă. Чăваш Ен Раççей Перекет банкĕшĕн чи пĕлтерĕшлĕ партнер пулнине палăртнă. «Республикăпа пирĕн хушăмăрта пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлесси аван пулса пырать. Килĕшĕвĕн тĕп тĕллевĕ –  тĕп инвестици проекчĕсене  çитес çул валли çирĕплетесси. Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене, çамрăк çемьесене, учительсене пулăшасси пирĕншĕн яваплă ĕç. Паллах, вĕсем пур те республика Правительстви пулăшу кӳнипе пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.  Ял хуçалăх енĕпе илес пулсан, пысăк инвестици проекчĕсене пулăшма тăрăшăпăр, унсăр пуçне харпăр хăй, пĕчĕк формăллă хуçалăхне аталантарас ĕçе те тимлĕхсĕр хăвармăпăр. Чăваш Ен ку енĕпе питĕ лайăх аталанса пырать. Раççейри регионсем хушшинче эсир малтисем шутланатăр», - тесе палăртса хăварнă Сергей Мальцев. «Калас пулсан, Чăваш Ен бюждечĕ çĕр-шывĕпе илес пулсан та - балансĕ чи лайăххи шутланать, вăл шăпах республика экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе хăйĕн сăмахне малалла тăснă сумлă хăна. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи пысăк пректсене палăртса хăварнă. Вĕсем: агропромышленноç паркĕсем, çурт-йĕр строительстви, пурăнма юрăхсăра тухнă, аварийлĕ çуртсенчен хăтăлса лайăх çуртсем çĕклесе лартасси, тăлăх ачасене валли хваттерсем, экономкласлă пурăнмалли çурт-йĕрсем хута ярассипе çыхăннă проектсем. Михаил Игнатьев Шупашкарти Пăр кермен ĕçне малалла тăсма кредит линийĕсене уçса панишĕн банк ертӳçине тав тунă. Çакăн пек пулăшу кӳнине кура, асăннă  спорт обьектне çитес çул пуçламăшĕнче хута яма та палăртнă. Çакăн пек капмар та илемлĕ пысăк Пăр керменне çĕклесе лартсан, Чăваш Енре хоккей, пăр çинче ярăнассипе спорт ăмăртăвĕсене анлăлатма ирĕк пулĕ.  Михаил Игнатьевпа Сергей Мальцев Килĕшӳ ĕç-хутне алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн, журналистсен ыйтăвуĕсем çине хурав панă. Тĕплĕнрех



18 апреля 2014
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter