Вăрнар районĕ: «Юнтапа» ял хуҫалăх кооперативĕнчĕ хĕрў ĕҫ пырать

«Юнтапа» ял хуҫалăх кооперативĕнчĕ хĕрў ĕҫ пырать. Ака-суха ĕҫĕсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа ирттерме пур енчен те хатĕр, техникăсем те механизаторсем те ҫитеклĕ.  150 гектар ҫинчи кĕр тыррисем начар мар хĕл каҫнă, ҫурхи тĕш тырăсене акма лайăх вăрлăх ҫителĕклĕ, вĕсене 450 гектар ҫинче акма пăхса хăварнă.

Уй-хир ĕҫĕсем кал-кал вĕҫленессе шанать Петр Валериевич Трифонов.  Тухăҫлă тыр-пул туса илсе пуҫтарса кĕртме ҫанталăкĕ кăна патăрччĕ, халĕ кашни самант хаклă, тет вăл. 



18 апреля 2014
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter