Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе пынă, пĕтĕм Раççейĕпе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Калаçу тĕпрен илсен çуркуннехи шыв-шуртан асăрханас, çуллахи вăхăтра вут-кăвартан сыхланас, гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăуран хăтăлас тĕлĕшпе йĕркелесе ирттермелли ĕçсем пирки сӳтсе явнă. Юлашки çулсенче Раççей тĕлĕнмелле çут-çанталăкпа çыхăннă вышкайсăр лару-тăрусене часах лекнине асăннă Дмитрий Медведев. «Калăпăр, 2010 çулта пушарсем тухни, 2012 çулта Крыма шыв-шур ярса илни, Инçет Хĕвел тухăç тĕлĕнмелле инкеке лекни – паянхи кунта кăлтăксене сирсе ярас ĕç пырать. Асăннă пулăмсене яланах асра тытса, хамăр ĕçре инкекрен хăтăлас тĕлĕшпе вăхăтра кирлĕ пек мерăсем йышăнмаллине çирĕппĕн асăрхаттарнă Раççей Федераци Правительствин Председателĕ. Ытларах палăртнă ĕçсем çине регионсен хытă яваплăх тытса ĕçлемеллине каланă.  Канашлура кăçалхи шыв-шур вăхăтĕнче Раççейре  4,5 пине яхăн  населени пункчĕсем  уйрăм лаптăксем инкеке лекме пултарнине аса илтернĕ, çуркуннехи асар-писер вăхăчĕ çĕртме уйăхĕн пуçламĕшĕнче тин чарăнма пултарнине палăртнă. Çав вăхăтрах хĕлле юр сахал çунине кура, шыв сахалланни сисĕнет, ăна пула, пушарсенчен сыхланас тесе çу тата çĕртме уйăхĕсенче питĕ асăрхануллă пулмалла. Канашлура вăй ведомствисем ытти уйрăм палăртнă ертӳçĕсем калаçнă. «Асăннă ыйтусене вăхăтра кирлĕ пек тĕрĕслесе тĕрĕсси йышăнусем тума пĕлни кашни регион ертӳçинчен пĕтĕмпех килет. Хамăр ăва лартнă тĕллевсене яваплăха туйса пурнăçламалла», - тесе  чĕнсе çирĕппĕн палăртнă канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Дмитрий Медведев.

 Пĕлсе тăма: Чăваш Енре республика Пуçлăхĕ çуркуннехи шыв-шуртан асăрханас тата вăрмансене пушартан сыхласа хăварас ĕçсен йĕркине кулленех çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Вышкайсăр лару-тăруран асăрханас енĕпе йĕркелесе ирттернĕ пысăк мероприятисене валли 80 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Çанталăк çуркуннене йĕркеллех иртерсе яма ирĕк парасса шанатпăр. Республикăра пурлăхпа техника базине çителĕклĕ таранах хатĕрлесе тăратнă, нимĕнле инкеке те çывăха ямасса шанаççĕ. Юлашки 3 çул хушшинче Вăрманçăсен службин пурлăх пайне пулăшса  пурĕ 100 млн. тенкĕллĕх хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техникăсем туяннă. Вăрмансене куллен сыхă тăратаççĕ, пушарсене сӳнтерме 65 ертӳçĕне хатĕрленĕ. Инкек ăнсăртран тухас пулсан, вĕсенчен хăтăлма 950 техника пур.

Тĕплĕнрех



02 апреля 2014
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter