Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра тухса тăракан «Хыпар» тата «Советская Чувашя» хаçатсен ĕçченĕсене интервью панă

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра тухса тăракан «Хыпар» тата «Советская Чувашя» хаçатсен ĕçченĕсемпе уçă калаçу ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ Николай Коноваловпа Леонид Никитин ыйтăвĕсем çине хурав панă. Асăннă калаçу сехет çурă хушши пынă. Журналистсене кăсăклантаракан ыйтусем: республикăн социаллă экономика аталанăвĕ, политика лару-тăрăвĕ, промышленноç комплексне аталантарасси,  Раççей Ял хуçалăх министерствипе çыхăнса ĕçлесси, муниципалитетсен ĕçне вăйлатасси, МИХче ĕçлекенсеме килĕшсе ĕçлессине, Министрсен кабинечĕнче пулса иртекен улшăнусем, миграци ыйтăвĕсем те канăçсĕрлетнĕ.  Паянхи тĕплĕ калаçу çинчен «Хыпар» тата «Советская Чувашия» ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче пичетлесе кăларĕ.



02 апреля 2014
18:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter