Патăрьел районĕ: ачасен çуллахи канăвĕ пирки

    Шкулсенче  вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Тепĕр икĕ уйăхран ачасемшĕн чи вăрăм каникул пуçланать. Çавна май Сăкăт шкулĕн коллективĕ иртнĕ ларура çуллахи вăхăтра хĕр ачасемпе арçын ачасен сывлăхне çирĕплетес ыйтăва пăхса тухрĕ. Иртнĕ çулсенчи пекех Сăкăт шкулĕнче тÿлевсĕр  кану лагерĕ ĕçлĕ, 1 сменăра пурĕ 75 ача кунта канма, пушă вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме пултарĕ. Ачасемпе пĕрле, паллах, воспитательсем (вĕрентекенсем) пулĕç, кичемленме-тунсăхлама памĕç.

     Çавăн пекех республикăра вырнаçнă хула тулашĕнчи  лагерьсене канма кайма та май пур шкул ачисен. Кунта вара путёвка хакĕн темиçе процентне (çемье тупăшне кура) ашшĕ-амăшĕн тÿлемелле пулать.  Шкулти ятарлă операторсем — Тинюкова А.П., Анюрова Т.А., Падусева Ю.Г. кăмăл тăвакан ачасене ( ашшĕ-амăшĕпе пĕрле!) ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче суйласа илнĕ лагере регистрациленме пулăшĕç.



02 апреля 2014
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter