Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци Президенчĕ çумĕнчи канашĕпе пĕрле Федерацин Патшалăх канашĕн йĕркелесе ирттерекен анлă ларăвĕне хутшăннă

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускав хулинче. Раççей Федераци Президенчĕ çумĕнчи канашĕпе пĕрле Федерацин Патшалăх канашĕн йĕркелесе ирттерекен анлă ларăвĕне хутшăннă. Кун йĕркинчи ыйтусем демографи лару-тăрăвĕпе приоритетлă наци проекчĕ еплерех пурнăçланса пынин ĕçне тишкернĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин ял территорийĕсем çут-çанталăк, экономика, демографи, историпе культура тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Тытăмсемпе пĕлсе тĕрĕс  ĕçлесен, ял аталанăвĕн шайĕ тата та çӳллĕрех шая хăпарма пултарнине палăртнă, ялта пурăнакансен пурнăçĕ тата та лайăхрах енне улшăнасси пирки каланă. Паян ялта пурĕ 37 млн. яхăн çын пурăнать, Раççейри мĕн-пур пурăнакансенчен 26 процент. Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче ял территорийĕсенче пĕр пек патшалăх политикине, финанс ĕçне эффективлă аталантарса  пурăнакансен пурнăç шайне ӳстерес пулсан та ял территорийĕсен нумай çуллăх стратегине йĕркелесе ярса çирĕп тытса пыма пĕлмеллине асăннă. Ĕç хутне демографи, ĕçпе тивĕçтерессин ыйтăвĕсене, ялта пурăнакансен тупăшне ӳстерсе, инженери инфратытăмне вăйлăлатма та пĕлмеллине палăртнă.  Асăннă ĕçлĕ канашлăва Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров, регион пуçлăхĕсем, обществр организацийĕсен ертӳçисем, политика парти представителĕсем хутшăннă. АПК аталанăвĕ приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, федерацийĕн тĕллевлĕ программине 2013 çулччен ялăн социаллă аталанăвĕ программăна пурнăçа кĕртни, ял территорийĕсенчи инфратытăм пайне çирĕплетме ирĕк панă. Ялта пурăнакансен пурнăç услови шайне ӳстерсе вĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатса пыма ирĕк панă. Ĕçсене йĕркелесе ирттернине кура, пурнăç пахалăхĕн тĕп çул-йĕрĕсем аванланнă. 2002-2012 çулсем хушшинче çынсене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту самай лайăхланни савăнтарать.  Халăхсене пахалăхлă шывпа тивĕçтересси те кирлĕ пек лайăх пурнăçланса пырать, газ ырлăхĕпе усă куракансен хисепĕ çӳллĕ шайра пулни никамшăн та вăртăнлăх мар, вĕсен хисепĕ 59,6 процентпа танлашать. Ача çураласлăхĕн кăтартăвĕ пысăк пулни паха. Халлĕхе пур-пĕрех темĕн чухлех ырă ĕçсем туса ирттернĕ пулин те тата та ĕçлемеллисем пур-ха. Ĕçсĕррисен хисепĕ, чухăн пурăнакансем хуларисемпе танлаштарсан икĕ хут пысăкрах. Асăннă йывăрлăхсене татса парас тесен, паянхи кун ял тăрăхĕсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма тăрăшас пулать. Чăваш Республикинче ялсенче социаллă экономикăна тăнăçлă аталантарса пырас ыйту патшалăх политикин тĕп çул-йĕр тесен те йăнăш мар. 2003 çултан пуçласа патшалăх пулăшăвне кура,  ялсенче пурăнакансен 4200 çемьен хваттер ыйтăвне татса пама май килнĕ. Вăл шутран пин çурă ытла çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсен ыйтăвĕсене те пурнăçлама ирĕк панă. Пулăшусемпе усă курнисенчен иккĕ виççĕмĕш пайĕ ялта агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракансем, пĕрре виççĕмĕш пайĕ вара социаллă тытăмра тимлекенсем. Ялсене газ кĕртес программа та аван пурнăçланнă. Пурĕ 6300 км тăршшĕ газ пăрăхĕсем хывнă. Ялсенче çуртсене 2014 çул тĕлне 79 процента çити газ илсе çитернĕ. 2002 çулта асăннă кăтарту 25 процентпа танлашнă пулнă. Паян ялсенче пурăнакансен пурнăç шайĕ хуларисенчен нимĕнпе те улшăнса тăмасть. Пур услови те çителĕклĕ таран пур. Шывсемпе çыхăннă вуншар пысăк обьетсем хута янă. Паян уйрăмах вĕрентӳ шайне ӳстересси çине пысăк тимлĕх уйăрни сисĕнет. Пысăк вĕрентӳ центрсене хута янă. Пурлăхпа техника базине тĕпрен çĕнетсе ылмаштарнă. Кадрсен пĕлӳ шайне  кулленех ӳстерсе пыма тăрăшаççĕ, 300 шкул автобусĕпе 12 пин те 600 шкул ачине пĕлӳ пухма шкулсене леçсе хăвараççĕ. 2003 çултан пуçласа хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 27 шкул çĕклесе лартнă, вĕсенче пурĕ 6 пин те 300 шкул ачи валли вырăн хатĕрленĕ. Пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе пĕлтĕрхи çултан пуçласа фельдшерпа акушер пункчĕсем хăпартса лартма тытăннă. Асăннă ыйтупа ятарласа программа йышăннă. 2012-2013 çулсенче ялсене пурĕ 180 çамрăк специалист явăçтарма май килнĕ. Ялсенче клубсене модернизацилес программа аван ĕçлет. Ял тăрăхĕсенче спортпа туслисен хисепĕ пысăк пулни савăнтарать. Вĕсен хисепĕ çулсеренех ӳссе пыни курăмлă. 2013 çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, 34,7 процента çити ӳсни курăнать. Вăл кăтарту 2003 çулхипе танлаштарсан 1,7 процент чухлĕ пысăкрах. Социаллă базăна çирĕплетнине кура, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă. 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх, çынсен пурăнаслăх çулне илес пулсан, 68 çула çитет. 2005 çулхи кăтартăва илес пулсан, 4 çул пысăкрах. Ялсенче ачасен çуралакансен хисепĕ 1,4 хут ӳснĕ. 2012 çултан пуçласа ача сачсем çĕклесе лартас ĕç курăмлă пурнăçланса пырать. Уйрăм районсене илес пулсан, ачасене садике черете тăратас ыйту пачах та çук. Пĕтĕмпех ыйтăва татса пама май килнĕ.  Паянхи кун тĕлне 860 км тăршшĕ çулсене тĕпрен çĕнетсе юсанă. Паян пур ялтан та нимĕн йывăрлăхсемсĕрех кирлĕ пек транспортсемпе пур вырăна та çитме майсем пур. Çав вăхăтрах пур çавăн пек ыйтусем  - эпир вĕсене хамăр тĕллĕн татса параймастпăр. Чăваш Ен Правительстви ялсенче предпринимательлĕхе аталантарас тесе патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтерме тăрăшать. Пурĕ ял тăрăхĕсенче 15 пине яхăн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе шута илнĕ, унсăр пуçне 100 потребительсен кооперативĕсем шутланаççĕ. 2006-2013 çулсенче АПК аталантарас приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хушма хуçалăхсене аталантарма пурĕ 104 пин çăмăллăх кредичĕсем 21 млрд.тенкĕллĕх парса пулăшнă. Асăннă пулăшупа усă курас текенсен хисепĕ ӳссе пыни çулсеренех савăнтарать. Пирĕн республика тваттăмĕш çул тин çеç ĕçлеме пуçлакан фермерсене пулăшас тĕллевпе федераллă программăна хутшăнать. Хăш-пĕр асăннă ыйтусене татса парас тесессĕн ял тăрăхĕсенче ял хуçалăх тытăмне аталантарма пулăшу кӳнисĕр пуçне, ытти сферăри ĕç-хĕлсене те пулăшу кӳрсен аван пулнă пулĕччĕ. Юлашкинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Енре инженери инфратытăмĕ аван аталанса пынине асăннă. Паян çынсене валли лайăх ĕç вырăнĕсем хатĕрлессипе тата пысăк шалу çине тимлĕх ытларах уйăрмаллине каланă. «Пĕтĕмĕшле илес пулсан, Раççейре ял тăрăхĕсенче пурăнакансен ĕç укçин шайĕ 2 -2,5 хут пĕчĕкрех вăтам экономикăран илес пулсан. Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă çынсене аталанса пыма пулăшса пырасси. Çынсем хăйсене шанса панă ĕçсене туллин те тивĕçлипех пурнăçлама тăрăшаççĕ, хушма ĕç вырăнĕсем хатĕрлеççĕ», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă республика пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех



21 апреля 2014
17:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter