Каçал ен районĕ: çур аки пуçланчĕ

 "Уя тухсан мĕн сас лайăх? - машин-трактор сасси лайăх", - юрлаççĕ халăх юрринче. Çурхи ăшă кунсем çитрĕç, пĕрремĕш çумăр çуса иртрĕ те, ял хуçалăх ĕçченĕсем çур акине тухрĕç. Районта çак ĕçе чи малтан, ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче, "Çĕр улмие мухтав" агрофирма пикеннĕ, ун хыççăн Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ те пĕр çул ỹсекен курăксене акма тухнă. Аллăрсем çăмăл пулччăр, пĕрремĕшсем!

    Эпир çитнĕ чухне "Çĕр улмие мухтав" агрофирма агрегачĕ Хирти Сĕнтĕр енчи лаптăкра урпа акатчĕ. Çак культура 108 гектар йышăнмалла. Г.Миронов механизаторпа С.Волков сеяльщик "Джон-Дир" тракторпа ĕçлеççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланнăран ĕçĕ те ỹсĕнсе пырать, çаврăм хыççăн çаврăм хыçала юлать. "Паян эпир пилĕк сехетрех акма тухнă, ĕç çи вăхăтĕнче вырăн çинче ачашланса выртма çук", - терĕ Геннадий Валерьянович.

    Агрофирма директорĕн çумĕпе Алексей Селивановпа Алексей Табаков агроном та кунтахчĕ.

    - 616 гектар çинчи кĕрхисем аван хĕл каçрĕç. Кăçал эпир пурĕ 540 гектар çурхи тĕш тырă акасшăн, çĕр улми 350 гектар пулĕ. Ку уя "Тимерхан" сортлă урпа йышăнать. Вăл - çĕнĕ вăрлăх, пахалăхĕ пирки калас пулсан, иккĕмĕш çул усă куракан питомник (супер элита умĕнхи сорт). Акакан техника та çĕнĕ. Акă, "Rapid400C" сеялкăна 2013 çулта çеç туяннă-ха. Пĕр техниках харăсах тĕрлĕ функци пурнăçлама пултарнипе суйласа илтĕмĕр ăна: вăл çĕре дисксемпе кăпкалатса пырать, акать, удобрени хывать, çийĕнчех катокласа хăварать. Çакă вăхăта та, çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлеме те май парать. Вăрлăхсене пĕр тарăнăшне акса хăварнипе калчасем те пĕр тикĕс шăтса тухаççĕ, - палăртрĕ Алексей Иванович.

      Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче вара 142 гектар çурхи культурăсем, 30 гектар çĕр улми, хĕрлĕ кăшман 15, 190 гектар рапс çитĕнтересшĕн. Апрелĕн 17-мĕшĕнче "Труд", "Луч" ЯХПКсем, "Урожай" колхоз, "Кызыл сабанча" тата Ивановăн фермер хуçалăхĕсем те çур акине тухнă. Апрелĕн 18-мĕшĕ тĕлне пурĕ 361 гектар çинче урпа, сĕлĕ тата пĕр çул ỹсекен курăксем акнă.



21 апреля 2014
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter