Раççейре Культура çулталăкне ирттерессипе пуçтарăннă йĕркелӳ комитетĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухса калаçнă

 Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Культура çулталăкне халалласа ирттерес йĕркелӳ комитечĕн анлă ларăвне хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн Культура çулталăкĕн планне тата вĕсене информаци тĕлĕшĕнчен татса памалли ыйтусем тавра калаçу хускатнă. Канашлăва Раççей Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко, Раççей Федераци Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец, Атăлçи федераллă округпа Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Енрен Раççей Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, культурăн паллă деятельĕсем Марк Захаров, Владимир Спиваков, Илья Глазунов, Владимир Грамматиков, Андрей Дементьев, Николай Бурляев, Олег Табаков  тата ыттисем те. Хутшăннă. Ларăва уçнă май, Валентина Матвиенко çулталăк тапхăрĕпех культура çĕнелсе вăй илсе пымаллине палăртнă. Ольга Голодец хăйĕн сăмахĕнче Раççейри аякри пĕчĕк поселоксенче культурăн чи паха та кăтартуллă енĕсем çитсе пымаллине, ăна май килнĕ таран тарăнрах сармаллине палăртса хăварнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйтупа Раççей Федерацийĕн культура министрĕ Владимир Мединский калаçнă. Министр Культура çулталăкне халалласа ирттерекен тĕп мероприятисем çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне палăртнă май, Чăваш Енре те самаях пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине асăнса хăварнă. «Чăваш Ен Раççейри чи илемлĕ та паха пуян вырăн. Вăл чăнласах та çĕр айĕнчи ылттăн кĕмĕл, пăхăр, газ, нефть пурлăхĕпе мар, тĕлĕнмелле  хитре çут çанталăк вырăнĕсемпе пуян. Ун мĕн авалтан упранса юлнă йăли-йĕрки, культури, ĕçчен те ырă çынсемпе илĕртӳллĕ пулни паха», - тесе савăнса пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ 2014 çулта культура тытăмне аталанма тĕрлĕ çăл куçсенчен миллиард çурă укçа тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă. Асăннă тăкак пĕлтĕрхипе танлаштарсан 10 процент чухлĕ ытларах. Кăçалхи çул палăртнă ĕçсенчен ытларах патшалăх культура учрежденийĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме палăртнă. Пурлăхпа техника хатĕрĕсене те ылмаштарма пăхса хăварнă. Культура шкулĕсене кĕвĕ хатĕрĕсемпе тивĕçтерме пăхса хăварнă. Тата тепĕр пысăк ĕç – Чăваш Ен культурипе историне упраса хăварпассишĕн тăрăшса ĕçлесси.  Палăртнă ĕçсене пĕтĕмпех йĕркелесе çитерсен республикăн имиджне, инвестице явăçтарма меллĕрех пулассине шантарать, туризма аталанма та паха пулĕ. Паянхи канашлура çамрăк пултаруллă яш-кĕрĕме пулăшасси пирки ыйтусене те хускатнă. Ытларах, халăхпа çыхăннă пулăмсене упрасса хăварассишĕн тăрăшмаллине палăртнă. Искусствăн пĕр енне кăна пулăшса пыни, ыттисене ырă ĕçсем тăвассинчен чармасть. «Пур чечексем те пĕр тан ешерсе пыччĕр», - тесе уйрăмах палăртса хăварнă Раççей Федераци Канашĕн Председателĕ Валенина Матвиенко. Ларура сӳтсе явнă ыйтусене пурне те протокол йышăнăвĕ туса хăварнă. Тĕплĕнрех



22 апреля 2014
14:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter