Хаçата çырăнаççĕ, эппин - кăмăллаççĕ

«Раççей почта çыхăнăвĕн федераллă патшалăх унитари предприятийĕн Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн Управленийĕн Вăрмарти почтамтчĕн Пысăк Енккассинчи çыхăну уйрăмне Карăкçырма, Урнар, Саруй, Энтрияль, Уйкас, Шутнерпуç, Шăплат, Пăртас тата Пысăк Енккасси ялĕсем кĕреççĕ.

Çак ялсене 6 почтальонка - Н.Андреева, Т.Ананьева, С.Порфирьева, О.Яковлева, А.Григорьева, А.Николаева - çырăннă хаçат-журналсене подписчиксем патне вăхăтра çитерес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕçне çак ялти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Л.Петрова йĕркелесе ертсе пырать. Паянхи куна «Хĕрлĕ ялав» хаçата 318 экземпляр илсе тăраççĕ. Çырăнса илекенсем ăна юратсах вулаççĕ. Хăшĕ-пĕри вара район хаçачĕпе чылайранпа туслă. Акă, сăмахран, З.Калягина пенсионерка ăна кашни çулах çырăнса илет. Чăннипех те хăй хаçат-журналсемпе мĕн çамрăкранпах туслă пулнине, çав тери вулама юратнине, почтальонка хаçат-журнал килсе парсан тÿрех район хаçатне алла илсе хыпарсемпе паллашнине хавхалансах пĕлтерчĕ Зоя Александровна.

Почтальонкăсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ, вĕсем пĕр сумккине хаçат-журнал хураççĕ, теприне халăха куллен кирлĕ таварсем тултараççĕ те ял тăрăх валеçме каяççĕ. Мĕн тăвăн, пурнăçĕ çапла тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме хистет. Район центрĕнчен аякри ялсенчи ватăсемшĕн вĕсем - чи кĕтнĕ çынсем. Хăйсене кирлĕ таварсене килех килсе пани питех те аван теççĕ хăшĕ-пĕрисем. Çапла пулмасăр, хаçачĕ те килет, куллен кирлĕ таварĕсене те туянса юлма май пур.

Халĕ çырăнтару тапхăрĕ пырать, Пысăк Енккассинчи çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем 2014 çулхи иккĕмĕш çур çуллăхра хăйсен умне лартнă тĕллеве тивĕçлипе пурнăçлама шантараççĕ. Хаçат-журнал çырăнакансен йышĕнче пурнăçăн тĕрлĕ енĕсемпе кăсăкланакансем пурри, пурнăç малалла кайни çинчен калать.



22 апреля 2014
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter