Вăрмар районĕ: çур аки пуçланчĕ

Республикăра, çавăн пекех районсенче те ял ĕçченĕсен чи хĕрÿ тапхăр - çур аки пуçланчĕ. Кăçал ăна мĕнлерех хатĕрленнĕ-ха? Ку е тата ытти ыйтусем тавра пулчĕ пирĕн калаçу Пĕрлехи информаци кунне района килнĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕпе И.Кошкинăпа.

- Ирина Николаевна, кăçал республикăра миçе гектар çинче çурхи культурăсене акса хăварма палăртнă?

- Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер% хуçалăхĕсенче хĕрÿ ĕççи пуçланчĕ. Республикипе илес пулсан, кăçал 570 пин гектар çинче çурхи культурăсене акса хăварма палăртнă. Çакă унчченхи çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 20,7 пин гектар ытларах шутланать. Вĕсенчен тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем - 280,2 пин гектар, çĕр улми - 40 пин, пахча çимĕç культурисем - 5,2 пин, выльăх апачлĕх культурăсем - 232,2 пин, ытти культурăсем - 12,4 пин гектар çинче акса туса илмелле. Тухăçлă тыр-пул туса илес тĕллевпе иртнĕ çул кĕрхи культурăсене пурĕ 72,2 пин гектар çинче акса хăварнă. «Россельхозцентр» федераллă патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кĕрхи культурăсем хĕл чиперех каçнă.

Вăрмар районĕпе илес пулсассăн кăçал пĕтĕмĕшле ял хуçалăхăн тĕрлĕ культурисене 22376 гектар çинче акса-лартса хăвармалла, çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 486 гектар ытларах. Районти уй-хирсенче çĕр ĕçченĕсен кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 16206 гектар çинче акса хăвармалла. Çавăн пекех çĕр улми - 690, пахча çимĕç - 37, выльăх апачлĕх культурăсем - 5218, ытти культурăсем 245 гектар йышăнмалла.

- Çур акине ăнăçлă ирттерсе яма вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ-и?

- Паха вăрлăх - тухăç никĕсĕ, тетпĕр. Республикăпа илес пулсан кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 49,3 пин тонна (103 процент) хатĕрленĕ, вĕсенчен 43,5 пин тонна кондициллĕ (88 процент). Унсăр пуçне минераллă удобренисем - 9 пин тонна, çунтармалли-сĕрмелли материалсем - 766,6 тонна, дизель топливи - 5,6 пин тонна хатĕрленĕ. Вăрмар районĕнче вăрлăх хатĕрлессипе лайăх ĕçлесе пынă. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем вăрлăхне 2542 тонна хатĕрленĕ (93 процент), 304,3 тонна минераллă удобренисем, дизель топливи 246,5, бензин 25,3 тонна кÿрсе килнĕ. Техника та йăлтах юсавлă, сорта çĕнетме 432 тонна элита вăрлăх илсе килнĕ.

- Хальхи вăхăтра хăш районсем акма тухнă?

- Çурхи ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе яма республикăра ятарласа штаб йĕркеленĕ. Кунта ЧР ял хуçалăх министерствин, предприятисемпе организацисен яваплă çыннисем кĕреççĕ. Вĕсем районсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер% хуçалăхĕсене тухса çÿресе çурхи ака ĕçĕсем еплерех пынипе интересленеççĕ, кирлĕ пулăшу параççĕ. Республикăри çурçĕр енчи хăш-пĕр район уй-хирĕнче юр тĕллĕн-тĕллĕн выртать пулин те, кăнтăр енче вăл кайса пĕтнĕ, лаптăксем çилпе, хĕвелпе хăвăрт типеççĕ.

Çанталăка сăнакансем кăçал çулла шăрăх пуласса асăрхаттарнине çĕр ĕçченĕсем самантлăха та манмаççĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарнине шута илсе çĕр пичĕ кушăхсанах хире техникăна кăлараççĕ. Акă иртнĕ кунсенче Патăрьелсемпе Пăрачкавсем уя тырă акма тухрĕç те. Çанталăк ăшăтса пынă май çĕр хăвăрт пиçсе-пулса çитет. Кашни çурхи кунпа туллин усă курмалла, хире тухма хатĕр пулмалла.



22 апреля 2014
10:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter