Ырă ĕç тумасан мĕн усси çĕр çинче пурăнни

  Апрелĕн 21-мĕшĕнче, Мăн кун эрнинче, Аслă Таяпари вулавăшра Елена Хĕвелпи поэтессăпа (Барская-Блинова) «Ырă ĕç тумасан мĕн усси çĕр çинче пурăнни» ятпа тĕл пулу каçĕ  иртрĕ. Елена Васильевна пирĕн ентеш. Аслă Таяпа ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ .

        Ырă кăмăллă, тÿрĕ чунлă, çын хуйхи-инкекне ăнланакан, пулăшма тăрăшакан… Çакăн пек хĕрарăм вăл Елена Хĕвелпи. Çынна кăшт çеç усă кÿме пултарсан та чунтан савăнать вăл. Кашни хуйхи-инкекне чĕри витĕр кăларать.  Çавăншăнах ăна хисеплеçç те.

        Елена Васильевна ăçта кăна çитсе курмарĕ пулĕ  ĕнтĕ… Пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш халăхĕн Эмине ячĕллĕ наци премине илме тивĕçлĕ пулнă. Кунсăр пуçне Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви «Хисеплĕ ветеран» ятне илнĕ. Чăваш наци конгресĕн çумĕнчи хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн «Чăвашлăх управçи» ертÿçин çумĕ пулса ĕçлет.

        Унăн пурнăç тĕллевĕ:çынсемшĕн ырă ĕç тăвасси, май килнĕ таран пулăшасси тата çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитании парса ÿстересси.  

        Паян вара Елена Васильевна тăван ялта - Аслă Таяпари вулавăшра.  Тĕл пулу каçне вулакансем, пĕрле вĕреннĕ, пĕрле выляса ÿснĕ тусĕсем,  культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.                Елена Васильевна мероприятие хутшăнакансене хăйĕн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Тĕл пулăва сăвăç хайĕн сăввисене вуласа илемлетрĕ. Елчĕк çĕрĕн пултаруллă хĕр арăмĕ çинчен ÿкернĕ «Жизнь в творчестве» кĕске документла фильма курма та кăмăллă пулчĕ.

         Аслă Таяпа ял тăрăхĕн ертÿçи Сапожникова В.В. Елена Васильевнана ырлăх-сывлăх сунчĕ, малалла та çитĕнÿсем тума сĕнчĕ. Тĕл пулу каçне илемлĕ юрăсем юрласа вĕçлерĕмĕр. (Ельчĕк районĕ)



22 апреля 2014
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter