Элĕк районĕ: ăмăрту иртнĕ

 

Ачасемпе çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкулĕнче 2001-2002 çулсенче çуралнă шкул ачисем хушшинче «Президентăн спорт вăййисем» ятпа ăмăртусем иртнĕ. Вĕсене 2013-2014 çулхи вĕренÿ çулĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан XVI Спартакиада шучĕпе йĕркеленĕ.

Спорт вăййисене шкулсен 10 команди хутшăннă. «Президентăн спорт вăййисенче» темиçе енлĕ ăмăртусем пулнă: 60,600,800 метра чупасси, вăрăмăшне сикесси, мечĕке инçете ывăтасси, 4х100 метрлă эстафета (хĕрачасемпе арçын ачасем уйрăмшарăн), хутăш эстафета (2х2).

Çивĕч тупăшура пĕрремĕш вырăна Юнтапа шкулĕн команди тухнă, иккĕмĕшĕнче - Тавăтри Б.С.Марков ячĕллĕ шкул, виççĕмĕш вырăнта Питĕшкасси команди.



22 апреля 2014
14:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter