Пĕрле канашларĕç

Районти «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» ЧР Патшалăх ветеринари службинче кăçалхи пĕрремĕш квартал ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хутшăннă, кунти ĕç-хĕлпе паллашнă. Пĕтĕмĕшле илсен ку служба пĕрремĕш кварталта районта туса ирттермелли ĕçсене планпа палăртнинчен ытларах та пурнăçланă -132,8 процент, лабораторипе диагностикăлла тĕрĕслевсем 100,2 процент пурнăçланнă.

Константин Владимирович районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ еплерех аталанса пынипе паллаштарнă май, ветеринари службинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн çак предприяти руководительне В. Александрова Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин руководителĕн Тав çырăвне илнĕ ятпа саламланă. Юлашкинчен пурте пĕрле канашласа кăçалхи иккĕмĕш кварталта ĕçлемелли тĕллевсене палăртнă.



22 апреля 2014
10:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter