Элĕк районĕ: тыл ĕçченĕ - 90 çулта
Марфа Кузьминична Иосифова Ярушка ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Изванкăри пуçламăш шкулта тăватă çул вĕреннĕ. Аслă вăрçă пуçланнă чухне вăл 17 çула çитнĕ. Шăпа ăна таçта та çитернĕ: Шупашкар, Етĕрне, Çĕрпÿ хулисене, Хырлăх поселокне. Грузчикра та ĕçленĕ, вăрманта йывăçсене те йăвантарнă.
Марфа шăпа пÿрнине пулас упăшкине, Станилава хăйсен ялĕнчех тупнă. Иккĕшĕ 1945 çулта пĕрлешнĕ, 5 ача воспитани парса çитĕнтернĕ. Марфа Кузьминична хальхи вăхăтра хĕрĕпе Александра Станиславовнăпа пĕрле пурăнать.
Тыл ĕçченĕ çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л. Никитина ăшшăн саламларĕ, Раççей Президенчĕн В.Путинăн саламне вуласа пачĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ.