Патăрьел районĕ: «Сывлǎхран хакли çук»

Сывлăхран хакли нимĕн те çук теççĕ ваттисем. Çак сăмахсемпе пурте килĕшеççĕ пулĕ, мĕншĕн тесен сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме,  тăрăшса вĕренме - тулли пурнăçпа пурăнма пултарать.  Çакна шута илсе, сывлăх теми хальхи вăхăтра шкул пурнăçĕнче те питĕ пĕлтерĕшлĕ темелле.

Ака уйăхĕнче  пĕтĕм тĕнче сывлăх кунне паллă турĕ. Турхан шкулěнчи 7-б класс ачисем те çак уяв кунне ирттерчĕç.Чăваш литература урокĕнче Иван Лисаевăн "Чире парăнма çуралман", Людмила Сачкован "Оля-Улькка", А.Лазареван "Урок пуçланчĕ" хайлавĕсем тăрăх пĕтĕмлету турĕç.Сывлăх çинчен сăвăсем вуларĕç.Уйрăмах   Мылова Анастасия, Кокель Малена, Алексеева Милена, Дмитриев Максим  вуланă сăвăсем ачасене хумхантарчĕç."Сывлăхлă çынна эп мĕнле куратăп" ятлă хăйсен укерчĕкĕсемпе паллаштарчĕç. Унтан "Маттуррисем" тата "Пултаруллисем»"  ятлǎ ушкăнсем çине пайланса пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Ушкăнри Филиппов Константин, Кудряшов  Николай, Шагарова Марина, Нестерова Анастасия, Лябукова Дарина, Пчеловодников  Владислав  хăйсен  пултарулăхĕпе  палăрчĕç.

Сывлăх-пирĕн алăра ,пĕтĕмлетрĕç вĕренекенсем.



23 апреля 2014
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter