Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн интервью Чăваш Ен Наци радио эфирĕнче ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче тухать

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Наци радиовĕпе «Тăван радио» студине çитсе килнĕ. Республика Пуçлăхĕ журналистсен ĕç вырăнĕпе, ертӳçĕсемпе, кунта ĕçлекен пултарулăх ушкăнĕпе курнăçнă. Вĕсен сĕнĕвĕсемпе ыйтăвĕсене итленĕ. Тĕплĕ калаçу хыççăн должноçре тăракан яваплă çынсене кĕске вăхăт хушшинчех хăш-пĕр уйрăм ыйтусем çине хурав пама хушнă. Паянхи куна вĕсене журналистсене ĕçлеме кирлĕ пек вырăн сахал пулни пăшăрхантарать. Хушма пӳлĕмсем уйăрасси ыйтăва пăхса тухнă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Олег Прокопьевпа Юлия Стройковăна икĕ сехете яхăн интервью панă. Тĕплĕ калаçу эфира Чăваш Ен Наци радио хумĕсем çинче ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, каçхине 19 сех.10 минутра тухать. Çак хыпара итлес текенсем тепĕр хут ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирхине 10 сехет те 10 минутра итлеме пултараççĕ. Тĕплĕнрех



23 апреля 2014
18:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter